Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Паян __Хусанта__ Пӗтӗм тӗнчери ҫуллахи XXVII Универсиадӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫмалли мероприти пуҫланнӑ. Шоу 21 сехет те 40 минутра пуҫланнӑ. Унта пин ҫурӑна яхӑн ҫын хутшӑнмалла тесе пӗлтернӗ.

Ӑна уҫнӑ ҫӗре Универсиадӑн Ҫулӑмне илсе пыма палӑртнӑ. Ҫавна пуҫласа ҫулталӑк каялла Парижри Сорбонна университетӗнче чӗртнӗччӗ. Мӗншӗн шупах унта тетӗр-и? Студентсен хушшинчи ҫавӑн евӗрлӗ ӑмӑртӑва пуҫласа унта, 1923 ҫулта, йӗркеленӗ-мӗн. Универсиада пирӗн ҫӗршывра пӗр хутчен, 1973 ҫулта, Мускавра иртнӗ.

Кӑҫалхи Универсиада утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗччен пырӗ. Унта 162 ҫӗршыври 13,5 пин спортсмен хутшӑнмалла. Аса илтеретпӗр, Чӑвашран Универсиадӑна __/news/3254.html|8 спортсмен тата 51 судья хутшӑнать__. Ун вӑхӑтӗнче спортӑн 27 енӗпе медальсен 351 комплектне выляттарӗҫ.

Сӑмах май, тӗрлӗ ҫӑлкуҫсем пӗлтӗрнӗ тӑрӑх мероприятие хытӑ сыхлаҫҫӗ — оппозициллӗ шухӑшлӑ ҫынсене Хусана каяссинчен хӗтӗртеҫҫӗ, теприсене, тӗрлӗ сӑлтавсем тупса, вӑхӑтлӑха тӗрмене хупаҫҫӗ. Тутарстанӑн тӗп хулине килекен пур транспорта та хытӑ тӗрӗслени пирки те ҫынсем тӑтӑшах пӗлтереҫҫӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 17

1910
116
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
65
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та