Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Паян, ҫӗртмен 7-мӗшӗнче, республикӑра пурӑнакан Татьяна Викторова ҫул ҫинче кӑсӑклӑ пулӑм асӑрханӑ имӗш. Ирхи 6 сехетре вӑл маршрутлӑ «ГАЗелпе» __Красноармейскинчен__ __Шупашкара__ килнӗ пулнӑ. Сасартӑк ҫул урлӑ пӑши, кайран хир сысни чупса иртнӗ.

— __Пикшик__ ялне ҫитсе пынӑ чухне пире хирӗҫ пӑши сиксе тухрӗ. Вӑрманта пурӑнакан чӗрчун асфальт ҫине тухма хӑяймарӗ. Хӑнӑхманнине пула пӗр вӑхӑт пӑшин урисем асфальт ҫинче шума пуҫларӗҫ. Ҫавах та вӑрманти чӗрчун ҫул урлӑ каҫса кайма ӗлкӗрчех. Инҫех мар пӑши ҫурине те курма май лекрӗ.

«Присурский» заповедник пуҫлӑхӗн ҫумӗ Александр Дмитриев ҫак пулӑма вӑрмансенче вӑрӑмтуна йышлӑн ӗрченипе ҫыхӑнтарать. Вӗсенчен хӑтӑлас тесе чӗрчунсем урапасем чупакан ҫул-йӗр ҫине те чупса тухаҫҫӗ иккен.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 18

1910
116
Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ.
1918
108
Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ.
1930
96
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1973
53
Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ.
1996
30
Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ