Ӗнер, Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун, пӗчӗккисен ячӗпе унта та кунта мероприяти иртрӗ. __Ҫӗмӗрлери__ «Ёлочка» ача ҫуртӗнче те уяв йӗркеленӗ. Унта Раҫҫей Федераци Канашӗн членӗ Галина Николаева пулнӑ. Пушӑ алӑпа мар. Парнепе. Ача-пӑча выляма-кулма юратнине шута илсе вӑл роликлӑ коньки илсе пынӑ.
Унччен маларах ачасене Шалти ӗҫсен министерствинче тӑрӑшакансем ыр кӑмӑллӑх пулӑшӑвӗ кӳнӗ иккен. Вӗсем ноутбук, 20 мӑшӑр йӗлтӗр, шашка-шахмат, канцеляри таварӗ, ҫемҫе тетте парса савӑнтарнӑ.
Парне илме аван-ха. Анчах ача ҫуртӗнче пурӑнакан шӑпӑрлансемшӗн тӑван кил тупӑнни хаклӑран та хаклӑ парне пулнине вӗсен ашшӗ-амӑшӗ ӑнланманни чуна ыраттарать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.08.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кузьмин Владимир Прокопьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Тарават Валентина Николаевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ярдыкова Зоя Дмитриевна, театр актриси, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |