Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Шупашкарти__ халӑхсем хушшинче иртекен VI кинофестиваль паян хӑйӗн юлашки кунне каҫрӗ. Шӑпах паян кино уявӗн чи маттурисене, чи хастаррисене палӑртӗҫ. Ҫапах та ирттернӗ кинофестиваль кӑлтӑксемпе ҫитменлӗхӗсем ҫинчен эпир ҫак самантрах каласа пама пултараятпӑр.

Фестиваль хӑнисем, конкурса тӑратнӑ киносене курма килекенӗсем чӑтӑмсӑр асӑннӑ кинофестиваль президентне Карен Шахназарова кӗтнӗ. Анчах килме шанӑҫ панӑ кино ӑсти хӑйӗн сӑмахне пур-пӗр тытайман, ҫынсен кӗтни кӑлӑха пулнӑ имӗш. Карен Георгиевич иккен ҫак кунсенче Сочире, Раҫҫей Федераци пуҫлӑхӗн пухӑвӗнче. Ҫапах та кинофестиваль президенчӗ Чӑваш республикин Элтеперӗ патне янӑ ҫырура ҫитес ҫулсенче __Шупашкара__ килесси ҫинчен шантарсах калаҫать.

Халӑха пӑлхантаракан тӗпӗр ҫитменлӗх вӑл киносене палӑртнӑ йӗркепе кӑтарманни. Куракансем каланӑ тӑрӑх кино йӗркине пӗр хутччен кӑна мар пӑснӑ пулнӑ.

Тата тӗпер кӑткӑслӑ кӑлтӑк — куракансем хушшинче кинотеатрти вырӑнсене пайласси. Кассӑсенче тӳлевсӗр билетсене ҫынсем илсе пӗтернӗ теҫҫӗ пулин те залра темшӗн нумай чухне ларас вырӑнсем пуш пушах пулнӑ-мӗн. Билет «хуҫисем» ӑҫта кайса кӗни те паллӑ мар. Ҫав-ҫавах ҫитменлӗхсемпе юнашарах ырӑ енӗсем те ҫителӗклех — куракансен кӑмӑлне кинофестиваль пӗтӗмӗшле тивӗҫтернӗ тесе шантарсах калама пултаратпӑр.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй-хал саппасӗ нумай, анчах ӑна ҫӑмӑллӑнах вак-тӗвекленсе пӗтерме пулать. Эрне варринче тавлашусем тухма пултарӗҫ — эсир тӗрӗссине ҫине тӑрса ӗнентермесен те, хӑвӑрӑн позицие лӑпкӑ палӑртӑр.

Юпа, 05

1947
79
Родионов Виталий Григорьевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
2005
21
Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем