Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ҫапла, ӗнертенпе пирӗн сайтра хыпарсен йышӗ 2 500 иртрӗ. Малтанхи кӑтартӑва, __/news/1686.html_1 500 хыпар йышне__ эпир 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ҫитсеччӗ (2 пин шутне палӑртмасӑр хӑварса). 500 хыпара ҫырма ун чухне пире __/news/1140.html_ҫулталӑк__ (2010, ҫурла вӗҫӗ) кирлӗ пулчӗ пулсан, хальхинче информаципе пуянланас ӗҫ самах хӑвартланчӗ теме пулать.

Унсӑр пуҫне пирӗн малашне ҫӗнӗ проект ӗҫлеме пуҫлӗ — __/news/2738.html_«Хыпарла 2»__. Унпа килӗшӳллӗн эпир ятарласа икӗ журналиста тытӑпӑр — вӗсем кунне 5-шер хыпар ҫырма шантараҫҫӗ. Кама илессине палӑртрӑмӑр теме пулать — ун пирки сире, вулаканӑмарсем, __/calendar/0515.html_ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче__ пӗлтерӗпӗр. Кашни кун пирӗн сайт 10 ҫӗнӗ хыпарпа пуянланса пыни пирӗн сайтра ҫӗнӗ ҫынсем ытларах явӑҫасса шанатпӑр.

Енчен те сирӗн Чӑвашри тӗрлӗ енлӗ хыпар-хӑнара пӗлсе тӑрас килет пулсан — пирӗн пата хӑнана кашни кунах кӗрсе тухни пӑсмӗ. Эпир тӳре-шаран ӗҫӗнчи кӑлтӑкӗсене те, вӗсен ӳсӗмӗсене те палӑртсах тӑрӑпӑр. Тӗрлӗ сферӑри хыпарсене ҫутатӑпӑр — ял хуҫалӑхӗнчен пуҫласа экономика таранах. Чӑваш ҫӗрӗнчисене ҫеҫ мар, Раҫҫейпе тӗнче шайӗнчисем те пулӗҫ. Чӑваш халӑх сайчӗ пулнӑран эпир хыпарсене халӑхӑн кӑмӑлне тивӗҫтерекеннисене вырнаҫтарма шантаратпӑр!

Пӗлме: чи пӗрремӗш хыпар __/news/8.html_2005 ҫулхи юпан 5-мӗшӗнче__ ҫырӑннӑ — вӑл сайт движокне улӑштарни пирки ҫеҫ пӗлтернӗ. Сайтӑн ытти уйрӑмсенчи хыпарсен шучӗ: __http://ru.chuvash.org_вырӑслинче__ — 806, http://en.chuvash.org_акӑлчанлинче__ — 38, http://eo.chuvash.org_эсперантолинче__ — 38. Ӗнер пӗр кун хушшинче сайтра чи нумай хыпар хушӑннине те манса каймалла мар — пурӗ 13 пулчӗ (~~ятарласа сайта та ҫӗнетме тиврӗ: енчен те кун хушшинче хыпарсен йышӗ 10-ран ытларах пулсан пӗрремӗш старницӑра вӗсем малашне пурте курӑнӗҫ~~).

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 18

1910
116
Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ.
1918
108
Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ.
1930
96
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1973
53
Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ.
1996
30
Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть