Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Чӑваш Республикинче паянхи кун та самаях ҫивӗч ыйту вӑл — шкула ҫулне ҫитмен ачасене ятарлӑ учрежденисене вырнаҫтарасси. Кӑҫалхи ҫулпа тӳр килсе республикӑра 1-7 ҫулхи ачасен проценчӗ 70,6% таранах ҫитет. Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи кӑтарту тӑрӑх ача пахчине вырнаҫма черет тӑракансен шучӗ 1,5 ҫултан иртнӗ 16 432 ача, вӗсенчен 91,3% 1,5–3 ҫула ҫитнӗ пепкесем.

Ҫак ыйтӑва татса парас тӗллевпе кӑҫал Чӑваш Енре 8 ҫӗнӗ ача пахчи хута ярас ӗҫ вӗҫленнине паллӑртнӑ, унсӑр пуҫне тата виҫҫӗшӗ реконструкци хыҫҫӑн хӑйӗн ӗҫне пуҫламалла. Ҫак ӗҫ-пуҫа пула ача пахчисенче 1 743 ҫӗнӗ вырӑн тупӑнӗ. Республикӑри вӗренӳ министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх тӗллеве пурнӑҫлама республика хыснинчен 366,6 млн., вырӑнти укҫа-тенкӗрен 140,4 млн укҫа уйӑрмалла.

__Шупашкар__ хулинче пӗтӗмпе 2 ача пахчи уҫӑлӗ (475 вырӑн), ыттисем ҫак тӑрӑхсенче ӗҫлеме пуҫламалла: __Комсомольски районӗнче__ — 2, __Кӳкеҫре__ (__Шупашкар районӗ__, 240 вырӑн) тата __Йӗпреҫ районӗ_Йӗпреҫпе__ __Елчӗк районӗ_Елчӗк__ (95 вырӑн) районӗсенче — пӗршер ача пахчи. __Куславкка районӗ_Куславккапа__ (170 вырӑн) __Муркаш районӗ_Муркаш__ (60 вырӑн) районӗсенче тата __Ҫӗмӗрлепе__ __Канаш__ (292 вырӑн) хулисенче ача пахчисене реконструкци хыҫҫӑн уҫмалла.

2012 ҫулта республикӑра ӗҫлеме тытӑннӑ ача пахчисем 3 514 вырӑн панӑ. Шкул ҫулне ҫитмен ачасен вӗренӗвне аталантарас ӗҫпе ятарлӑ программӑпа килӗшӳллӗн 2012–2015 ҫулсем хушшинче 54 ача пахчи хута ярса ӗҫлеттерсе ямаллине паллӑртнӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 18

1910
116
Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ.
1918
108
Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ.
1930
96
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1973
53
Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ.
1996
30
Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та