Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.4 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, кӗҫнерникун, Шупашкар ГЭСӗн сулахай ҫыранӗ хӗрринче 15 пин ҫӗкӗ пуллине ӗрчетес тӗллевпе __Атӑла__ янӑ. Ҫак асӑннӑ паха ӗҫе халӑхсем хушшинче иртекен «Волжские встречи — 24» (чӑв. «Атӑлҫи тӗлпулӑвӗсем — 24») ҫамрӑксен МИХ фестивальне пуҫтарӑннӑ пулас ҫамрӑк корресподентсем тата Раҫҫейри, ют ҫӗршывран килнӗ редакцисен пуҫлӑхӗсем хутшӑннӑ. Фестиваль хӑнисене республикӑри ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсен тата экологи министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Евгений Юшин саламларӗ.

Ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсен тата экологи министерствинче паллӑртса хӑварнӑ тӑрӑх хӗрле кӗнекене кӗртнӗ ҫӗкӗсене Атӑла ярасси чӑннипех те пархатарлӑ ӗҫ. Ҫӗкӗ ерчетесси ҫут ҫанталӑкшӑн та усӑ пулӗ. Ҫӗкӗ пуллисене шыва чи малтан ачасем яни те пӗлтерӗшлӗ ӗнтӗ.

Анчах ҫак ӗҫ-пуҫа сӑнакансем пӗлтернӗ тӑрӑх ирӗкӗ яриччен виҫӗ уйӑх ҫитӗнтернӗ ҫӗкӗ пуллисен темиҫе пайӗ вилнӗ иккен, хырӑмӗсемпе ҫиелле тухса выртнӑ. «Ку ҫыран хӗрринче шыв хӑйӑрлӑран, таса маррипе ҫыхӑннӑ. Юханшыв варринелех пулӑсене янӑ пулсан, тен, ҫиелле тухса выртакансем сахал пулӗччӗҫ?» — пӗлтереҫҫӗ хӑйсен шухӑшӗсене ҫак пулӑма сӑнакансем.

Апла пулин те ҫу уйӑхӗ ҫавӑн йышши пархатарлӑ, экологишӗн усӑллӑ ӗҫсемпе пуҫланни савӑнтарать, малашне те кун йышши акцисем тӑсӑласса шанас килет.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗлмен ӗҫе ан тытӑр: ӑна ӑнӑҫлӑ вӗҫлеме информаци тата опыт сахал пулни чӑрмантарӗҫ. Иккӗленӳллӗ мероприятисене хутшӑнма ан тӑрӑшӑр. Ку эрнере асӑрхануллӑ пулни пӑсмӗ. Арҫынсен кая хӑварса пынӑ ӗҫсене пуҫӑнмалла. «Пур ҫӗрте те виҫине пӗл» — ку эрнере хӗрарӑмсем ҫак девиза пӑхӑнмалла. Ку апатланассине те пырса тивет.

Утӑ, 13

1934
92
Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ.
1945
81
Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1953
73
Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ.
1966
60
Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи