Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Шупашкар__ хулин ҫыннисем, республикӑн тӗп хулин илемӗпе, культурипе паллашма кӑмӑл тӑвакансем хулан кӳлмекӗпе уҫӑлса ҫӳренӗ май «Мать-покровительница» монуменчӗпе ҫывӑх инҫех мар вырнаҫнӑ мӑнаҫлӑн сарӑлса тӑракан, тӗксем, купаласа ҫитермен пысӑк ҫурта асӑрхама пултарнӑ ахӑртнех. «Пӗр компани ушкӑнӗн паллӑкӗ» (выр. ~~Памятник одной группе компаний~~) — ҫак ҫурт ҫинчен акан 24-мӗшӗнче Шупашкарта ҫӑмӑл атлетикӑпа 2015 ҫулта иртекен Европа чемпионатпа ҫыхӑннӑ ыйтусене пӑхса тухнӑ май ҫапла шӑхвӑртса каларӗ республика пуҫлӑхӗ __Михаил Игнатьев__. Чемпионат ҫитес тӗлнелле ҫак сӗмсӗр сӑн-сӑпат кӳрекен ҫурта купаласа, «Сувар-отель» тумаллине малтанах паллӑртса хунӑ ав мӗн. Ҫапах ҫак ҫуртпа хуҫаланакан «Одис» Йошкар-Олари организаци отельне купалас ӗҫӗ паянхи кун та пуҫарӑнман. Ун вырӑннӗ ҫурт ҫинче хитре кӑнаҫ «Пуласлӑх кунта» текстлӑ пысӑк баннер ҫакӑнса тӑрать. Ку вара чӑнах та кулӑшла. Кун йышши сӑмах ҫаврӑнӑшӗн, тен, хӑйне май символла пӗлтерӗшӗ пур?

Анчах ҫак хӑна ҫуртне купаласа, ӗҫлетрсе ярас ӗҫ чемпионата ирттернӗ чухне самаях пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнса тӑрать. «Тӗп хулара тӑваттӑ ҫӑлтӑрлӑ хӑна ҫурчӗ пулмалла» — ку тӗп критери. Анчах тӗксем пуш ҫуртӑн малашлӑхӗ паянхи кун та паллӑ мар, ҫак ыйтӑва пат татса пракансем те ҫук. 25-мӗшӗнчи лару-тӑрура Европа чемпионатне ирттерес ӗҫӗн плане йӗркелерӗҫ. Ҫитес вӑхӑтра «Спорт» хӑна ҫуртне ҫӗнӗ улшӑнусем кӗтме кирлӗ, «Олимпийский» стадионра та йӗркелес ӗҫ пуҫарӑнӗ.

Асилтерер, ҫӑмӑл атлетикӑпа иртекен Европа чемпионатне 2015 ҫулта __Шупашкар__ хулине 12 тӗрлӗ ҫӗршывран 750 спортсмен килме кирлӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн умра лидер пек пулма ҫул уҫӑлӗ — таврарисем те кун валли хатӗр. вӗсем эсир пуҫаруллӑ пуласса кӗтнине туятӑр. Кӑмӑл хаваслӑхне ҫухатмасан пулӑшу самаях пулӗ. Эрне варринелле вӑй кӗрӗ, ку ӗҫсене хӑвӑртлатма пулӑшӗ.

Нарӑс, 25

1913
113
Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1969
57
Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ.
1970
56
Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть