Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Чӑваш — мӗн тери вӑл юмарт, ҫутӑ кӑмӑллӑ, иксӗлми вӑй-халлӑ. Унӑн пултарулӑхӗ яланах ҫӑлкуҫ пек тапса тӑрать. Чӑваш ҫынни ӗҫчен, хастар, яланах ырӑ ӗҫсем тума тӑрӑшать. __Геннадий Федорович Юмарт__ (Трофимов), ҫакӑн пек чӑваш йӑхӗнчен тухнӑскер, кӗҫех 75 ҫул тултарать. Чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗ паянхи кун та чунне парса тӑван халӑх культуришӗн, чӗлхе аталанӑвӗшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем тӑвать. Вӑл — чӑваш халӑх сӑмахлӑхне пухса тӗпчекен, сӑвӑҫӑ, куҫаруҫӑ.

Пултаруллӑ ӗҫтешӗмӗрӗн юбилейне халалласа, унӑн ӗҫӗсен пӗлтерӗшне пӗтӗмлетсе __чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн__ сумлӑ вӗрентекенӗсем, студенчӗсем паян, акан 19-мӗшӗнче, К.И.Иванов тӗпелӗнче поэзипе чӑваш тумӗн уявне йӗркелерӗҫ. Уява И.И. Иванов доцент ертсе пычӗ. Г. Юмарт пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ пирки факультет ӗҫченӗсем каласа пачӗҫ. Пӗрремӗш курс студенчӗсем вара поэтӑн сӑввисене вуларӗҫ. Геннадий Юмартӑн поэзийӗ чӑвашӑн аваллӑхӗнчен тухса тӑрать, этемӗн кӑмӑл-сипечӗ пирки шухӑша кайни тӗп вырӑн йышӑнать унта. Чӑваш тумне тӑхӑннӑ яш-кӗрӗм (Сергей Хмелев, Анастасия Владимирова) хӑйсем ҫырнӑ сӑвӑсене те вуларӗ уявра, чӑваш ташшипе те савӑнтарчӗ (Марина Кондукторова).

Факультетра __И.Я. Яковлев__ вӗрентекенӗмӗр ҫуралнӑранпа 165 ҫул ҫитнине уявланӑ май чӑваш халӑхӗн паянхи маттур сӑвӑҫине чыслани те питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Шӑпах ҫавӑн пек сӑвӑҫсем, тӗпчевҫӗсем тӗнчене килччӗр тесе вӑй хунӑ-ҫке пирӗн мухтавлӑ ҫутлӑхҫӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй-хал саппасӗ нумай, анчах ӑна ҫӑмӑллӑнах вак-тӗвекленсе пӗтерме пулать. Эрне варринче тавлашусем тухма пултарӗҫ — эсир тӗрӗссине ҫине тӑрса ӗнентермесен те, хӑвӑрӑн позицие лӑпкӑ палӑртӑр.

Юпа, 05

1947
79
Родионов Виталий Григорьевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
2005
21
Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та