Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Чӑвашлӑх__ туйӑмне яланах хӗмлентерсе тӑракан, наци кӑвайтне сӳнме паман И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн ӗҫӗ-хӗлӗ чӑваш наци аталанӑвӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнса тӑрать. Факультетӑн сумлӑ ӗҫченӗсем чӑваш ҫамрӑкӗсенче наци туйӑмне чӗртсе тӑван чӗлхене, культурӑна хисеплеме вӗрентеҫҫӗ, наци культурипе ҫыхӑннӑ мероприятисене студентсене яланах хутшӑнтарма тӑрӑшаҫҫӗ.

Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн студенчӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ яланах ырӑ енчен палӑрнӑ. Мӗнпур факультетри, университетри, республикӑра иртекен мероприятисене студентсем яланах активлӑ хутшӑнма тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗренӳсӗр пуҫне май килнӗ таран наци радиовӗн пӗр-пӗр кӑларӑмӗнче калаҫма, чӑваш хаҫат-журналсемпе тачӑ ҫыхӑну тытма, юрӑ-ташӑ кружоксене ҫӳреме тӑрӑшаҫҫӗ. Чӑваш чысне студентсем пӗчӗк мероприятисенче кӑна мар, республика тулашӗнче иртекен конкурссенче те ӑнӑҫлӑ хӳтелеҫҫӗ.

Факультетри 1-мӗш курс студӗнчесен ӗҫӗ-хӗлӗ самаях савӑнтарать. Вӗсен куратор-ертӳҫи Анна Семеновна Егорова доцент хӑйӗн студенчӗсене тӗрлӗрен сумлӑ ӗҫсене явӑҫтарать. Мӗнпур ӑмӑртусенче, конкурсенче, мероприятисенче 1-мӗш курс студенчӗсем яланах активлӑ хутшӑнаҫҫӗ.

Чӑваш ташӑ хусканӑвӗн хӳхӗмне 1-мӗш курсра вӗренекен ултӑ чиперкке: Наташа Ершова, Фаина Борисова, Алена Михайлова, Ирина Павлова, Юлия Васильева, Валерия Борисова «Нарспи» ташӑ клубӗнче Алиса Александровна Лукина ертсе пыракан «Сарпике» ташӑ ансамбльӗнче тӗпчеҫҫӗ, тӗрлӗ эстрада ташшисене вӗренеҫҫӗ. Хӑйсен ташӑ пултарулӑхне вара хӗрсем акан 11-мӗшӗнче Ухсай ячӗллӗ керменте чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗн — Данила Ленский концертӗнче ӑнӑҫлӑ кӑтартрӗҫ тесе паллӑртса хӑварас пулать. Данила Ленскийпа Полина Борисова «Детство, детство» юрра сцена ҫинче шӑрантарнӑ вӑхӑтра хӗрсем хӑйсен шкул (юлашки шӑнкӑрав) тумӗ-юмӗпе, хусканӑвӗсемпе куракансене ачалӑх вӑхӑтне куҫарчӗҫ тейӗн, чӗрере асаилӳсем ҫуратрӗҫ. Юрӑ вӗҫнелле хӗрсем вӗрсе хӑпартнӑ хӑмпӑсем илсе тухса ҫӳлелле вӗҫтерчӗҫ. Сцена ҫинче пулса иртекен ӗҫ-пуҫ хӑш-пӗр куракансене ҫӳҫентерсе ячӗ, залра «маттурсем!» текеннисем те тупӑнчӗҫ. Ытла пысӑках мар сцена ҫинче пулса иртнӗ ҫавӑн йышши ӗҫ-пуҫ чӑннипех те ҫӑлтӑрсен юрӑ шӑрантарӑвне илемлетрӗ.

Пӗрремӗш курсри пулас ташӑҫӑсене ӑнӑҫу сунас килет, малашне те факультет студенчӗсем активлӑ пуласса шанса тӑрӑпӑр, факультет чысне яланхи пекех ҫӳллӗ шайра тытса тӑмалла пултӑр.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн умра лидер пек пулма ҫул уҫӑлӗ — таврарисем те кун валли хатӗр. вӗсем эсир пуҫаруллӑ пуласса кӗтнине туятӑр. Кӑмӑл хаваслӑхне ҫухатмасан пулӑшу самаях пулӗ. Эрне варринелле вӑй кӗрӗ, ку ӗҫсене хӑвӑртлатма пулӑшӗ.

Нарӑс, 25

1913
113
Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1969
57
Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ.
1970
56
Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та