Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

2013 ҫулхи акан 10-мӗшӗнче республикӑн чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсен черетлӗ ӑмартӑвӗ иртрӗ. Конкурса 10 учитель хутшӑнчӗ. Кашни мӗн енӗпе те пулин палӑрчӗ.

Чи нумай балл пухса ҫӗнтерӳҫӗ ятне __Шупашкар__ хулин 33-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекен **Ирина Алексеевна Диарова** тивӗҫлӗ пулчӗ.

Уйрӑм номинацисенче ҫак учительсем палӑрчӗҫ:

◆ «Манӑн педагогикӑри тӗп шухӑш» (эссе) — **Людмила Алексеевна Семёнова** (__Шӑмаршӑ__ вӑтам шкулӗ);

◆ «Новатор учитель» — **Валентина Михайловна Иванова** (__Канаш районӗн__ __Сухайкасси__ вӑтам шкулӗ);

◆ «Ӑста урокӗ» — **Надежда Вячеславовна Шандимирова** (__Муркаш районӗн__ __Юнкӑ__ вӑтам шкулӗ);

◆ «Паллаштару карточки» — **Лариса Васильевна Осипова** (__Патӑрьел районӗн__ __Турхан__ вӑтам шкулӗ

◆ «Ертӳҫӗ учитель» — **Галина Михайловна Назарова** (__Ҫӗнӗ Шупашкар__ хулин 14-мӗш шкулӗ);

◆ «Тӗпчевҫӗ учитель» — **Галина Витальевна Кузьмина** (__Шупашкар районӗн__ __Ҫӗньял__ вӑтам шкулӗ);

◆ «Сӑпайлӑх ҫӑлкуҫӗ» — **Раиса Николаевна Ермошкина** (__Вӑрнар районӗн__ __Уравӑш__ вӑтам шкулӗ);

◆ «Ташӑ-юрӑ ӑсти» — **Вера Федоровна Никонорова** (__Ҫӗнӗ Шупашкар__ хулин 16-мӗш шкулӗ);

◆ «Ӑста вулавҫӑ» — __Галина Ивановна Иванова__ (__Элӗк районӗн__ __Мӑн Вылӑ__ вӑтам шкулӗ).

Конкурса хутшӑнса хӑйсен тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхне ӑста кӑтартнӑшӑн мӗн пур вӗрентекене, вӗсен ертӳҫисемпе пулӑшуҫисене чӗререн саламлатпӑр!

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн умра лидер пек пулма ҫул уҫӑлӗ — таврарисем те кун валли хатӗр. вӗсем эсир пуҫаруллӑ пуласса кӗтнине туятӑр. Кӑмӑл хаваслӑхне ҫухатмасан пулӑшу самаях пулӗ. Эрне варринелле вӑй кӗрӗ, ку ӗҫсене хӑвӑртлатма пулӑшӗ.

Нарӑс, 25

1913
113
Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1969
57
Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ.
1970
56
Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та