Республика шайӗнче 11 хут иртекен «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: 2011 ҫулти чи нумай вулакан кӗнеке» ӑмӑртӑва пӗтӗмлетнӗ. Аса илтеретпӗр: унта республикӑри кашни вулавӑш тенӗ пек хутшӑнса халӑх кӑмӑллакан кӗнекене суйларӗҫ.
Хаклавҫӑсен йышӗнче филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ __Виталий Григорьевич Родионов__, Чӑваш кӗнеке издательствин директор ҫумӗ Галина Алексеевна Матвеева, ЧПГӐИ аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Вера Витальевна Никифорова, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш литература кафедрин преподавателӗ Николай Николаевич Осипов, И.Н. Ульянова ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ Елена Петровна Чекушкина-Нарпи, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗн «Чӑваш кӗнеке» центрӗн заведующийӗ Галина Павловна Соловьева пулчӗҫ. Вӗсем пурӗ 151 кӗнеке пӑхса тухрӗҫ.
Чи нумай вуланакан кӗнекене палӑртма хаклавҫӑсен пурӗ 61 451 ыйтӑм хутне тишкерме тиврӗ. Ӑмӑртӑва __Элӗк районӗ_элӗксем__ хастар хутшӑнни палӑрчӗ — вӗсем 12 960 анкета ҫырса тултарнӑ иккен! Ҫавӑн пекех __Патӑрьел районӗ_Патӑрьел__, __Вӑрмар районӗ_Вӑрмар__, __Елчӗк районӗ_Елчӗк__ районӗсене асӑнма пулать — вӑл тӑрӑхсенчен килнӗ ыйтӑм хучӗсен йыше 8 553, 6 202, 5 418 пулчӗ. Ӑмӑртӑва 19 районпа 4 хулари 70 вулавӑш хутшӑннӑ.
Жюри ултӑ номинацире ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӗ:
• «Чӑваш кӗнеки» (чӑвашла ҫырнӑ прозӑлла хайлав);
• «Лучшая проза» (вырӑсла ҫырнӑ прозӑлла хайлав);
• «Асамлӑ йӗрке» (чӑвашла ҫырнӑ сӑвӑллӑ хайлав);
• «Волшебная строка» (вырӑсла ҫырнӑ сӑвӑллӑ хайлав);
• «Ача-пӑча тӗнчи» (чӑвашла ҫырнӑ ача-пӑча кӗнеки);
• «Детская вселенная» (вырӑсла ҫырнӑ ача-пӑча кӗнеки).
Ҫавӑн пекех вулавӑшсем хушшинче те ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӗҫ:
• «Тӗп кӗнеке хули» — ӑмӑртӑва йӗркелеме хутшӑннӑ чи лайӑх район е хула;
• «Хастар вулавҫӑ» — 7–14, 15–22, 22-рен аслӑрах ушкӑнсенче чи хастар вулакансем;
• «Литература эксперчӗ» — 14-ран кӗсӗнрех, 15–22, 22-рен аслӑрах ушкӑнсенче вуланӑ кӗнеке тӑрӑх чи лайӑх тишкерӳ ҫыракансем;
• «Виртуаллӑ литература ертӳҫи» — вулавӑш сайтӗнчи ӑмӑртӑва халалланӑ чи лайӑх баннер.
Ҫак текста вуланӑ май эсир кам ҫӗнтернине пӗлесшӗн пулӗ? Вӗсене палӑртнӑ пулин те мала тухнӑ авторсен тата вулавӑшсен ячӗсене ӑмӑрту чыславӗнче ҫеҫ калӗҫ — вӑл наци вулавӑшӗнче акан 25-мӗшӗнче 11 сехетре иртрӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Макаров Ефим Макарович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |