Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Урамра ҫил-тӑвӑл алхаснине пӑхмасӑрах __Орининти__ культура ҫуртӗнче халӑх йышлӑ пухӑнчӗ. Хальхинче куракансене __Оринино ял тӑрӑхӗн__ пултаруллӑ та хастар хӗрарӑмӗсем «Суперхуняма» тупӑшура хӑйсен пултаруллӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Акӑ вӗсем: Е.Ф. Никитина (__Лантӑш__ ялӗ), Р.В. Ремнева (__Чамӑш__ ялӗ), А.Е. Иванова (__Оринин__ сали), Р.Е. Горшкова (__Оринин__ сали), З.П. Галкина (__Патаккаси__ ялӗ). Паянхи курав пуриншӗн те чӑн-чӑн уяв пулса тӑчӗ.

Малтанах саламлӑ сӑмахсемпе Оринин ял тӑрӑхӗн хӗрарӑмсен Канашӗн ертӳҫи Венера Апполоновна Васильева пухӑннисене ҫуркунне ҫитнӗ ятпа саламларӗ, конкурса хутшӑнакансене вара ӑнӑҫу сунчӗ. Конкурсанткӑсене хаклама ятарлӑ хаклавҫӑсене лартнӑ: В.И Вязов — __Оринин ял тӑрӑхӗнчи__ ветерансен Канашӗн председателӗ, С.А. Каликов — __Муркаш районӗнчи__ культура ҫурчӗн директорӗ, М.А. Просов, ветерансен Канашӗн пайташӗ тата В.П. Курбанов, __Ҫӗньял-Оринин__ ялӗнче пурӑнакан.

Ҫак тупӑшу пулассине хунямасене маларах пӗлтерсе хунӑччӗ. Ҫавӑнпа та хутшӑнакансем ун патне тӗплӗнрех хатӗрленме пултарчӗҫ.

Чӑн малтан хунямасем хӑйсемпе паллаштарчӗҫ. Унтан конкурса йӗркелесе ертсе пыракан В.А. Васильева хатӗрленӗ ыйтусем ҫине интереслӗ хуравсем шырарӗҫ. Куракансем те ахаль лармарӗҫ. Ертсе пыракан ыйтусем ҫине хуравларӗҫ, конкурсанткӑсене алӑ ҫупса, «Маттур! Пултаратӑн!» — тесе хавхалантарса кӑшкӑрсах тӑчӗҫ.

Конкурсанткӑсем хӑйсем хатӗрленӗ XXII ӗмӗрти хуняма ҫипуҫӗпе те капӑрланса кӑтартрӗҫ, ача макӑрма пуҫласан мӗнле лӑпалтармаллине те вӗрентрӗҫ. Хаклавҫӑсен умӗнче вӗсем чӑваш йӑли-йӗркине епле пӗлнипе, ӑс-тӑн ҫивӗчлӗхӗпе тупӑшрӗҫ, юрӑ-ташӑра маттур пулнине те ҫирӗплетсе пама пултарчӗҫ. Палӑртса хӑвармалла, асаннесемпе кукамайсене пулӑшма вӗсен мӑнукӗсем, хӗрӗсемпе кинӗсем те килсе ҫитрӗҫ, сӑвӑ-юрӑ парнелерӗҫ, ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ.

Чӑваш хӗрарӑмӗ мӗн авалтанах сӗтеклӗ те тутлӑ ҫимӗҫ пӗҫерме пултарнипе палӑрса тӑнӑ. Пирӗн тупӑшӑва хутшӑнакансем те паян ҫакна хӑйсем пӗҫерсе килнӗ кукӑль-пӳремечсемпе ҫирӗплетсе пачӗҫ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, кукӑлӗсене асламӑшӗ-кукамӑшӗсенченех вӗренсе юлнӑ вӑрттӑнлӑхӗсемпе усӑ курса пӗҫернӗ. Зоя Павловна вара, жюрисене тата курма килекенсене хӑй вӗретсе килнӗ кӑпӑклӑ сӑрапа сӑйларӗ.

Кукамайсен, асаннесен тутлӑ апат-ҫимӗҫӗпе хаклакансем кӑна мар, курма килекен ачи-пӑчи те сӑйланчӗҫ. Тӑхтав вӑхӑтӗнче Орининти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Шурӑкӑш» юрӑпа ташӑ халӑх ансамблӗн солисчӗсем Н. Ивановӑпа И. Николаева куракансене илемлӗ юрӑсем парнелерӗҫ

Жюрире ларакансем баллсене тӗплӗ шутласа тухнӑ хыҫҫҫӑн ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ туса пачӗҫ:

♡ «Хӑюллӑ хуняма»: **Е.Ф. Никитина** (__Лантӑш__ ялӗ);

♡ «Ӳрӗк хуняма»: **Р.Е. Горшкова** (__Оринин__ сали);

♡ «Ҫирӗп хуняма»: **З.П. Галкина** (__Патаккаси__ ялӗ);

♡ «Вашават хуняма»: **А.Е. Иванова** (__Оринин__ сали).

«Супер хуняма» ята вара __Чамӑш__ ялӗнче пурӑнакан Р.В. Ремнева тивӗҫрӗ.

Ӑмӑртӑва хутшӑннӑ хунямасене, паллах, асӑнмалӑх парнесем парса чысларӗҫ. Уява пӗтӗмлетнӗ май, В.И Вязов — Оринин ял тӑрӑхӗнчи ветерансен Канашӗн председателӗ, конкурса хутшӑннӑ хунямасене тав сӑмахӗ каларӗ, ҫирӗп сывлӑх, телей, пур ҫӗрте те ӑнӑҫу сунчӗ, ҫавӑн пекех хӗрарӑмсен уявӗ ячӗпе пурне те саламларӗ.

Ҫакӑн пек кану каҫӗсем малашне те ирттерессе шанас килет, уява йӗркелӗсе ертсе пыракансене тав сӑмахӗ калатпӑр, ӗҫре ӑнӑҫу сунатпӑр.

__http://gov.cap.ru/home/425/2013/Fotorep/%D1%81%D1%83%D0%BF%D0%B5%D1%80%D1%85%D1%83%D0%BD%D1%8F%D0%BC%D0%B0/index.html_**Сӑнсем**__ (75)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.12.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Раштав, 16

1821
204
Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ