Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

«Пенси» сӑмаха чӑн чӑвашла куҫарсан вӑл «тӳлев» тенине пӗлтерет. Историре пӗрремӗш хут пенси пама тытӑнаканни Рим диктаторӗ Юлий Цезарь пулнӑ. Ҫапла майпа вӑл ватӑ салтак-ветерансене хӗсметре тӑнӑшӑн палӑртнӑ. Каярахпа хӑш-пӗр ҫӗршыв патшисем хӑйсен юратнӑ ҫыннисене акӑш-макӑш пысӑк пенсисем парса «тӑрантса» тӑнӑ. Ӗҫлесе канӑва тухнӑ ҫынсене пенси парассине чӑн малтан 1889 ҫулта Германире Отто фон Бисмарк канцлер йӑлана кӗртнӗ. Ҫак саккуна йышӑнни ҫӗршывӑн хыснине пысӑк йывӑрлӑх кӳмен, мӗншӗн тесен вӑл вӑхӑтра рабочисен ытларахӑшӗ аллӑ ҫула ҫитичченех ҫӗре кӗнӗ.

Пирӗн ҫӗршывра пенси 1956 ҫултанпа йӑлана кӗнӗ. Малтанласа ӑна хула ҫыннисене ҫеҫ панӑ, 1964 ҫулта вара Н.С.Хрущев хушӑвӗпе килӗшӳллӗн колхозниксем те ҫак тӳлеве илме пуҫлаҫҫӗ. Хальхи Раҫҫейре те ӗҫлесе канӑва тухнӑ ҫынсене Патшалӑх пенси парса пулӑшать. Хӑш-пӗрисемшӗн ҫакӑ — пурнӑҫа тытса пымалли пӗртен-пӗр тупӑш ҫӑлкуҫӗ. Вӑхӑтран вӑхӑта, хаксем тата коммуналлӑ тӳлевсем ӳссе пынӑ май, пенси виҫи те ӳссе пырать. Раҫҫей правительстви кун пирки ятарласа Постановленисем кӑларать. Сӑмахран, кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче те 26-мӗш номерлӗ Постановлени ватлӑха е сусӑрланнине пула паракан пенси виҫи 6,6% ӳсни ҫинчен пӗлтерет. Пирӗн __Чӑваш Республикинче__ пурӗ 320 пин ҫыннӑн пенсийӗ ӳсмелле. Паллах, ӳсӗмӗ кашнинех тӗрлӗрен пулать, вӑл малтан илсе тӑнӑ пенси виҫинчен килет. Вӑтамран илсен республикӑри пенсионерсен тупӑшӗ 550 тенкӗ ӳсмелле, пенси виҫи 9006 тенкӗпе танлашмалла. Ҫапла вара, нарӑсӑн пӗрремӗшӗнчен пуҫласа республикӑри пенсионерсене тӳлеме уйӑхсерен 3,1 миллиард тенкӗ укҫа каймалла. Ҫакӑнпа ҫырлахса лармасть патшалӑх, малалла та ватӑ тата сусӑрланнӑ ҫынсене паракан пулӑшу виҫине ӳстерме шантарать. Пенси виҫин ҫитес индексацийӗ кӑҫалхи ака уйӑхӗн пӗрремӗшӗнче пулмалла. Анчах та хаксем те пӗр вырӑнта тытӑнса тӑмаҫҫӗ, кунсеренех ҫӳлелле хӑпараҫҫӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 18

1910
116
Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ.
1918
108
Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ.
1930
96
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1973
53
Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ.
1996
30
Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та