Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Иртнӗ эрнекун, кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче, __Шупашкарти__ Ленин проспекчӗпе вырнаҫнӑ 14-мӗш ҫурт ҫинче __Мария Ухсая__ асӑнса хӑма уҫрӗҫ. «Кӑра ҫилсем» повеҫсен авторӗ кунта 1959–1969 ҫулсенче пурӑннӑ. Асӑну хӑмине __Вячеслав Немцев__ хатӗрленӗ.

Асӑну хӑмине ҫыравҫӑсен хӗрӗ Ольга Ухсай, __Юрий Сементер__ сӑвӑҫ тата __Сергей Павлов__ ҫыравҫӑ уҫрӗҫ. Ҫавӑн пекех мероприятине Чӑваш Енӗн культура министрӗ __Вадим Ефимов__ та хутшӑнчӗ.

__Мария Ухсай__ — чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ. 1908 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче __Куславкка районӗнчи__ __Карач__ ялӗнче ҫуралнӑ. 1969 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тӑван ялӗнче вилнӗ.

Ялти хресчен ҫамрӑкӗсен шкулӗнче, Шупашкарти педагогика техникумӗнче тата педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Канашри тата Чӗмпӗр педагогика техникумсенче ӗҫленӗ. 1940 ҫулта __Шупашкара__ куҫса килнӗ. Чӑвашобллитра, Главреперткомра вӑй хунӑ.

Ҫыравҫӑн малтанхи калавӗсем: «Хӑйӑ ҫути» (1947), «Типӗ ҫыран хӗрринче» (1948). Паллӑрах кӗнекисем: «Калавсем» (1948), «Кӑра ҫилсем» (3 кӗнекеллӗ роман, 1956, 1957, 1962), «Драмӑсем» (1961), «Комедисем» (1965). Унӑн хайлавӗсем вырӑсла та тухнӑ.

Литературӑра ҫитӗнӳсем тунӑшӗн ӑна Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗпе (1960) чысланӑ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ (1968) ятне панӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.12.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -10 - -12 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Раштав, 16

1821
204
Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ