Мӗн пур ыррине, сапӑррине шӑпӑрлан пӗчӗклех ӑша хывать. «Ҫамрӑкла вӗренни — чул ҫинче, ватлӑхра — шыв ҫинче», — тесе ахальтен асӑрхаттарман ваттисем. Ку ӗҫре ашшӗ-амӑшне ҫепӗҫ юрӑсемпе хаваслӑ такмаксем, асамлӑ юмахсемпе ытарлӑ халапсем питӗ пысӑк пулӑшу параҫҫӗ. Сӑмсаран шаккаса вӗрентни, ятлани вуҫех те ҫук вӗсенче. Анчах кӑткӑс лару-тӑруран мӗнле тухмаллине, хӑйне еплерех тытмаллине хӑех ӑнкарса илет ача. Пӗтӗмлетӗвне те хӑй тӗллӗнех тӑвать.
__Елен Нарпи__ (Е.П. Чекушкина — И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗ кафедрин доценчӗ) «Салтак тӳмипе Тал пиҫен» ҫӗнӗ кӗнеки те (тиражӗ — 1500 экземпляр) хӗр пӗрчисемпе арҫын ачасемшӗн кӑсӑклӑ пулассинче пӗртте иккӗленместпӗр. Чӑваш кӗнеке издательствинчен шӑпах Ҫӗнӗ ҫул умӗн пичетленсе тухнӑскерне чӑн-чӑн уяв парни темелле. Кӑларӑма тӑватӑ юмах кӗнӗ: «Хурӑнпа йыт пырши», «Ылтӑн тулӑ пӗрчи», «Салтак тӳмипе — Тал пиҫен», «Пакӑлти чакак». Кӗҫӗн ҫулсенчи шкул ачисем валли тесе палӑртнӑ пулин те, кӗнеке ҫитӗннисемшӗн те усӑллӑ пулмалла. Мӗншӗн тесен юмахсенче пытарӑннӑ вӑрттӑн шухӑша вӗсен чӗрисене те вырнаҫтармалла.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.08.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кузьмин Владимир Прокопьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Тарават Валентина Николаевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ярдыкова Зоя Дмитриевна, театр актриси, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |