Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

«Сувар» чӑваш наци культурин аталану фончӗ Чӑваш халӑх сайчӗпе пӗрле «Анатолий Розов–2013» календарь кӑларчӗҫ. А3 виҫеллӗ календаре Анатолий Розов (1933–2010) художник 80 ҫул тултарнӑ тӗле хатӗрленӗ. Шел те, вӑл хӑй ҫак вӑхӑта ҫити пурӑнса ҫитереймерӗ.

Календарьти уйӑх ячӗсемпе кун ячӗсем — йӑлт чӑвашла. Ҫӳлти пайӗнче художникӑн сӑнӗ тата вӑл хатӗрленӗ «Болгарская крепость» (2007) ӳкерчӗкӗ вырнаҫнӑ.

Календаре кӑларма укҫа-тенкӗпе «Суварстром» ТМЯО пулӑшнӑ, дизайнне Николай Плотников хатӗрленӗ. Календаре «СУМ» лавккара __http://www.i-sum.su/t/93821.html_**15 тенкӗпе**__ туянма пулать.

**__Розов Анатолий Сидорович__** 1933 ҫулхи юпан 14-мӗшӗнче __Ҫӗрпӳ районне__ кӗрекен __Тӑрваш__ ялӗнче ҫуралнӑ. 2010 ҫулхи ҫӗртмен 6-мӗшӗнче вӑл пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ.

Анатолий Сидорович Шупашкарти ӳнер училищинче, Ленинградри патшалӑх театр, музыка тата киномотографи институтӗнче пӗлӳ илнӗ. Чӑваш пукане театрӗнче, Новокузнецкри тата Псковпа Кисанти пукане театрӗсенче ӗҫленӗ. 1998 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх университетӗнче студентсене вӗрентнӗ. Анатолий Розов Ҫӗрпӳ хулин стеллине хатӗрленипе паллӑ. Паллӑрах ӳкерчӗкӗсене илес пулсан, ҫаксене асанма пулать: «Моя Чувашия» (1978), «Вечер в Торвашах» (1981), «Моя мама» (1983), «Чувашские потешки» (1991), «Музыка детства» (1996), «Вечность» (2002), «Надежда детства» (2003) тата ыттисем. Анатолий Розов — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи (1994).

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй-хал саппасӗ нумай, анчах ӑна ҫӑмӑллӑнах вак-тӗвекленсе пӗтерме пулать. Эрне варринче тавлашусем тухма пултарӗҫ — эсир тӗрӗссине ҫине тӑрса ӗнентермесен те, хӑвӑрӑн позицие лӑпкӑ палӑртӑр.

Юпа, 05

1947
79
Родионов Виталий Григорьевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
2005
21
Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та