Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Чӳкӗн 23-мӗшӗнче ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче хӑнана Эктор Алос и Фонт тата Александр Васильевич Блинов чӗлхеҫӗсем ҫитрӗҫ. Пӗрремӗш курс студенчӗсем хаклӑ хӑнасене хаваспах кӗтсе илчӗҫ.

Эктор Алос и Фонт Франци ҫӗршывӗнчи Каталони тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ, унӑн тӑван чӗлхи каталон чӗлхи, халӗ вӑл тӑрӑшсах чӑвашла вӗренет. Александр Блинов вара __Шупашкартах__ ҫуралса ӳснӗ, анчах пӗчӗкле вырӑсла ҫеҫ пӗлнӗ, халӗ вара чӑвашла та шакӑртаттарсах калаҫать.

Эктор тӗнчери пӗчӗк йыш калаҫакан чӗлхесен шӑпи пирки мӗн тӗпчесе пӗлни пирки каласа пачӗ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, каталон чӗлхине те ЮНЕСКО пӗтекен чӗлхесен шутне кӗртнӗ, ҫавӑнпа тӗпчевҫӗ тӑван чӗлхин шӑпи пирки кулянать, ӑна мӗнле ҫӑлса хӑварасси пирки шухӑшлать. Ун шучӗпе __чӑваш чӗлхин__ пуласлӑхӗ каталони чӗлхиннинчен аванрах, мӗншӗн тесен чӑваш чӗлхипе калаҫакансен йышӗ пилӗк хут ытларах. Чӗлхесен пуласлӑхӗ ҫамрӑксенчен килнине палӑртрӗ тӗпчевҫӗ. Тӗслӗх вырӑнне Александр Блинова илме пулать. Вӑл, чӑваш йӑхӗнчен тухнӑскер, малтан чӑвашла пӗлмен, анчах ҫакӑ йӗркеллӗ маррине ӑнланса илсе хӑй тӗллӗнех ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине вӗреннӗ. Ку ҫеҫ те мар-ха, чӑваш наци ыйтӑвӗпе кӑсӑкланакансене пӗрлештерекен «Хавал» ушкӑн йӗркеленӗ. Ҫак ушкӑна кӗрекенсем пӗрле пухӑнса тӗрлӗ ыйтусене татса параҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Шупашкарти 10-мӗш шкулта пур предмета та чӑвашла вӗрентекен программӑпа пуҫламӑш классенчи ачасене вӗрентме тытӑннӑ. Хальлӗхе ачасем 2-мӗш класс таран вӗренсе ҫитнӗ. Ҫавӑн пекех тӗрлӗ сайтсене чӑвашла куҫарма палӑртнӑ.

Паллах, ҫакӑн пек ыйтусене татса панӑ чухне чӑвашла лайӑх пӗлекен, ҫыракан, шухӑшлакан ҫамрӑксем ҫитмеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та чӑваш филологийӗпе культура факультетне тӗлпулӑва килнӗ хӑнасем яшсемпе хӗрсенчен пулӑшу ыйтрӗҫ. Ҫамрӑксем вара чӗлхемӗр пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшма яланах хатӗрри пирки пӗлтерчӗҫ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 18

1910
116
Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ.
1918
108
Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ.
1930
96
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1973
53
Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ.
1996
30
Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем