Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Cаккунпа килӗшӳллӗн ҫынна ӳсӗртекен шӗвекӗн хаярӑшӗ 5% пысӑкрах пулсан ӑна лавккасенче 23:00 сехетрен пуҫласа 6:00 сехетчен сутма юрамасть. Ҫавах та __Шапашкарта__ каҫхи вӑхӑтра асар-писер шӗвеке сутасси пирки калакан пӗлтерӳсем час-часах тӗл пулаҫҫӗ. Ҫакӑн йышши хут листисене ытларах чухне подъезд алӑкӗсем умӗнче ҫыпӑҫтарса хӑвараҫҫӗ. Эрех-сӑрана килех илсе килсе паратпӑр тесе илӗртеҫҫӗ суя сутӑҫсем. Чи малтанах пӗлтерӳ хучӗсене Шупашкарта пурӑнаканесем Алькеш микрорайонӗнче асӑрхама пуҫланӑ.

Суя сутӑҫсене тытас тесе йӗрке хуралҫисем пӗлтерӳпе усӑ курса вӗсенчен икӗ кӗленче эрех туянма шухӑшланӑ. Суйӑҫсем явап тытасран ан хӑтӑлччӗр тесе вӗсем укҫана малтанах ультрафиолетпа паллӑ тунӑ пулнӑ.

Ҫитнӗ вӑхӑтра жигулин ҫиччӗмӗш моделӗпе икӗ ҫамрӑк килнӗ. Шулӗксем чее пулни сисӗннӗ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, каҫхи вӑхӑтра эрех-сӑра сутма юраманнине аванах пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа та унашкал ӗҫ-пуҫпа аппаланмаҫҫӗ. Вӗсем «календариксем» сутаҫҫӗ иккен, эрех кӗленчине вара парне вырӑнне парса хӑвараҫҫӗ.

Йӗрке хуралҫисене улталаймӑн ҫав. Суеҫӗсен автомашинине тӗресленӗ хыҫӑн полицайсем унта багажник тулли эрех кӗленчисем тупнӑ. Айӑплине те палӑртнӑ. Вӑл __Шупашкарти__ ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче пурӑнакан хальхи вӑхӑтра ӗҫлемен 20 ҫулхи ҫамрӑк иккен. Ӑна йӗрке пӑснӑшӑн административлӑ протокол ҫырса панӑ.

Йӗрке хуралҫисем тимлӗрех пулма, сывлӑха упрама, пӗли-пӗлмен ҫынсенчен паллӑ мар эрех туянасран сыхланма сӗнеҫҫӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 18

1910
116
Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ.
1918
108
Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ.
1930
96
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1973
53
Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ.
1996
30
Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть