Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Шупашкарта__ пурӑнакан Александр Соскин Трактор тӑвакансен проспекчӗпе киле таврӑннӑ май макӑракан арҫын ачана асӑрханӑ. Ача-пӑча ӑна хирӗҫ чупса пынӑ. Каҫхи вӑхӑт пулнӑ. Арҫын ачана чарса мӗн пулнине ыйтса пӗлнӗ. 6 ҫулхи ача-пӑча ӑна амӑшӗ кӳрентерни пирки каласа панӑ, анчах та хӑй ӑҫта пурӑннине вӑл ӑнлантарса парайман. Ачана вара Александр Шупашкарти Калинин районӗнчи ҫул ҫитменнисен реабелитаци центрне ӑсатса янӑ.

Ҫав вӑхӑтра ҫӳрҫӗр иртнӗ пӗррӗре полици уйрӑмне ача ҫухалнӑ пирки 27 ҫулхи хӗр пулӑшу ыйтма килнӗ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх ҫав каҫ вӗсем ачипеле хӑнара пулнӑ, паллах уяв пуҫа анратакан шӗвексемсӗр иртмен. Каялла киле таврӑннине хӗр начар астунӑ. Пӳлӗм алӑккине чылай вӑхӑт хушши уҫайман. Ача ҫав вӑхӑтра пусма картлашкисем ҫинче кӗтсе ларнӑ, кайран вара сисмен вӑхӑтра тухса тарнӑ.

Ача ҫухални пирки йӗрке хуралҫисем тӳрех шырав йӗркеленӗ. Телее полици уйрӑмне ирех реабелитаци центрӗн ӗҫченӗсем шӑнкӑравланӑ.

Ачана полици уйрӑмне илсе килсен йӗрке хуралҫисем тепӗр лару-тӑрӑва асӑрханӑ: унӑн пуҫӗ ҫинче мӑкӑль, ӳт-пӗвӗ ҫинче кӑвак паллисем пулнӑ. Халӗ ача-пӑчана тухтӑрсем сӑнаҫҫӗ. Ҫитес вӑхӑтра ачан амӑшӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарса яма та пултарӗҫ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй-хал саппасӗ нумай, анчах ӑна ҫӑмӑллӑнах вак-тӗвекленсе пӗтерме пулать. Эрне варринче тавлашусем тухма пултарӗҫ — эсир тӗрӗссине ҫине тӑрса ӗнентермесен те, хӑвӑрӑн позицие лӑпкӑ палӑртӑр.

Юпа, 05

1947
79
Родионов Виталий Григорьевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
2005
21
Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть