Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Чӑваш Республикин __Шупашкар районӗ__ кӑҫал 85 ҫул тултарчӗ. Ҫавра датӑна тӗп хуламӑрти Оперӑпа балет театрӗнче паллӑ туса ирттерчӗҫ. Театрӑн пысӑх залӗнче пухӑннӑ халӑхӑн савӑк кӑмӑл-туйӑмне юрӑ-ташӑ ӑстисем самай ҫӗклерӗҫ. Вӗсен пултарулӑхне куракансем алӑ ҫупса хакларӗҫ.

Юбилейра ҫавӑн пекех халиччен пурнӑҫ­ланӑ ӗҫ­сен тата тӗрлӗ сферӑра тӑрӑшакансен ӗҫӗ-хӗлне те пӗтӗмлетрӗҫ. «Атлашевский» ял хуҫалӑх кооперативӗн тухтӑрӗ Нина Митрофанова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫ­лӗ ветеринари тухтӑрӗ», хушма хуҫалӑхӑн пуҫ­лӑхӗ Христофор Макаров «Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫ­лӗ ӗҫ­ченӗ», «Смак-Агро» ТМЯО тракторисчӗ Олег Илендеев «Чӑваш Республикин тава тивӗҫ­лӗ механизаторӗ» ятсене тивӗҫрӗҫ. Унсӑр пуҫне ЧР Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫ тата суту-илӳ, Культура, национальноҫ тата архив ӗҫӗсен министерствисем те тӑрӑшуллисем валли Хисеп грамотисем, Тав хучӗсем хатӗрленӗ. Вӗсене тивӗҫекенсем те чылайӑн пулчӗҫ. __Шупашкар район__ администрацийӗ те лайӑх ӗҫ­лекенсене Хисем грамотисемпе, дипломсемпе чысларӗ.

Юбилейра кӑҫалхи 9 уйӑхра районти ял хуҫалӑх предприятийӗсен хушшинче ирттернӗ экономика ӑмӑртӑвне те пӗтӗмлетрӗҫ.

Шупашкар районӗн Хисеплӗ гражданинӗсен йышӗ те хушӑнчӗ. Ӑна тӗрлӗ ҫулта ял хуҫалӑх аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ Фадей Константинов тата Валериан Дубинин тивӗҫ­рӗҫ.

Малашне те __Шупашкар районӗ__ аталанса пытӑр, ун ҫӗрӗ ҫинче паллӑ та пултаруллӑ ҫынсем ҫитӗнччӗр.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.08.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тен, ку эрнере пессимистла кӑмӑл пулӗ. Ҫынсем халӗ сире хирӗҫ, ҫавӑнпа кӑмӑла кайман ҫынсемпе хутшӑнма ан тӑрӑшӑр. Тарӑхмалла мар, тӗнчери пулӑмсенчен аякра пулмалла. Хыпарсем ан пӑхӑр, тӗнче тетелӗнче те вӗсене ан пӑхӑр. Хурлӑхлӑ хыпар курас хӑрушлӑх пур.

Ҫурла, 19

1937
88
Кузьмин Владимир Прокопьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1946
79
Тарават Валентина Николаевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, композиторӗ ҫуралнӑ.
2005
20
Ярдыкова Зоя Дмитриевна, театр актриси, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть