Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Тин ҫеҫ тенӗ пек иртнӗ ҫуллахи кунсенче __Хырхӗрри__ культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем кӗҫӗн ҫулхи хӗрачасем валли ятарласа «Ҫу пики» ӑмӑрту ирттернӗччӗ. Юпан 14-мӗшӗнче вара ҫак ӳнер вучахӗнче ялти шкулта 7-9 классенче вӗренекенсем валли «Кӗр пики» ятлӑ конкурс иртрӗ. Ҫак тупӑшу пулассине ачасене маларах пӗлтерсе хунӑччӗ. Ҫавӑнпа та хутшӑнакансем ун патне тӗплӗнрех хатӗрленме пултарчӗҫ.

Чӑн малтан хӗрачасем хӑйсемпе паллаштарчӗҫ. Унтан конкурса йӗркелесе ертсе пыракан Т.И. Бормотина хатӗрленӗ ыйтусем ҫине хурав шырарӗҫ. Хыҫҫӑн хӗрупраҫсем пушӑ вӑхӑтра мӗн ӗҫ тума юратнине, е урӑхла каласа хӑйсен хобби ҫинчен каласа пачӗҫ. Юлашкин конкурссем — ташӑ ташласси тата кӗрхи модӑна сӑнласси.

Куракансем те ахаль ларса тӑмарӗҫ. Ертсе пыракан вӗсемпе тӗрлӗ ӑмӑртусем ирттерчӗ. Унсӑрӑн шкул ачисем хӑйсен класӗнче вӗренекен конкурсанткӑсене алӑ ҫупса, «Маттур! Пултаратӑн!» — тесе хавхалантарса кӑшкӑрсах тӑчӗҫ. Жюрире ларакансем баллсене тӗплӗ шутласа тухнӑ хыҫҫҫӑн пӗтӗмлетӳ туса пачӗҫ. Чи нумай балл пуҫтарса «Кӗр пики» ята тӑххӑрмӗш класра вӗренекен Настя Ятманова тивӗҫрӗ. Луиза Нигматуллина «Илӗртмӗш Кӗр пики», Ҫиччӗмӗшӗнчи София Никонова «Кӗр йӑл кулли» титулсене тивӗҫрӗҫ.

«Кӗр пики» вӗҫленчӗ, малашне вара «Хӗл пики» тата «Ҫурхи пике» те иртттерме сӑмах пачӗҫ. Тупӑшу хыҫҫӑн — ташӑ каҫӗ те пулса иртрӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн умра лидер пек пулма ҫул уҫӑлӗ — таврарисем те кун валли хатӗр. вӗсем эсир пуҫаруллӑ пуласса кӗтнине туятӑр. Кӑмӑл хаваслӑхне ҫухатмасан пулӑшу самаях пулӗ. Эрне варринелле вӑй кӗрӗ, ку ӗҫсене хӑвӑртлатма пулӑшӗ.

Нарӑс, 25

1913
113
Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1969
57
Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ.
1970
56
Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем