Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.5 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

2011 ҫул Красноармейски тӑрӑхӗнче пурӑнакансемшӗн паллӑ тапхӑр пулчӗ. Иртсе кайнӑ ҫулталӑка пирӗн сумлӑ ентешӗмӗре, __Мӑн Шетмӗре__ ҫуралса ӳснӗ пӗртен пӗр Совет Союзӗн Паттӑрне __Владимир Васильевич Васильева__ халалларӗҫ. Ҫак паллӑ датӑна хисеп туса паллӑ журналист, Трак енри таврапӗлӳҫӗсен обществин ертӳҫи, ЧР халӑх академикӗ, Н. Янкас тата М. Тинехпи ячӗллӗ премисен лауреачӗ В. З. Константинов «Кладезь здоровья и патриотизма» ятлӑ кӗнекене вулакан патне ҫитерчӗ. Ку авторӑн тӑххӑрмӗш кӗнеки пулчӗ.

Вулакана пӗлме. В.В. Васильев 1911 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе) __Мӑн Шетмӗ__ ялӗнче ҫуралнӑ. Владимир Васильевич хӑйӗн кун-ҫулӗн виҫҫӗмӗш пайне ҫеҫ пурӑнса ирттернӗ. Унӑн малашнехи шӑпине Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫӑ татса панӑ. Тӑван ҫӗршывӑн ирӗклӗхӗшӗн кӗрешсе В. Васильев паттӑрлӑх кӑтартнӑ. Одер юханшывӗ хӗрринчи тытса илнӗ плацдарма хӳтӗлесе пирӗн ентеш чылай фашиста тӗп тунӑ. Нумай хутчен аманнӑ пулин те, палӑртнӑ позицирен пӗр хутчен те чакман. Хӑйӗн калама ҫук паттӑр вилӗмӗпе вуншар салтакӑн пурнӑҫне сыхласа хӑварнӑ. Одер ҫинчи 1945 ҫулхи кӑрлачри паттӑрлӑхшӑн В.В. Васильева ҫӗршывӑн чи пысӑк наградипе чысланӑ.

В. Васильев хӑй ҫуралса ӳснӗ __Мӑн Шетмӗ__ енчен иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи пуҫланас умӗн Чулхула хулине куҫса кайса тӗпленнӗ. Хӑй вӑл енче ҫуралса ӳснӗ май В. Константинов паттӑр ҫинчен тӑтӑшах материалсем пухма пуҫланӑ, ӗҫе вӗҫне ҫитернӗ темелле.

Хулӑн хуплашкаллӑ кӗнеке 238 страницӑран тӑрать. Кунта автор мухтавлӑ ентешӗмӗр «Хӑҫан ҫуралнӑ-вилнӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине ӑҫтан кайнӑ, ӑна ӑҫта пытарнӑ?» ыйтусене тӗплӗн татса парать.

Вӑл кӗнекере ҫирӗп шухӑшлӑ та пысӑк тавра курӑмлӑ командир шутланнӑ ентеш кун-ҫулне тӗплӗн тишкернӗ тата ҫутатнӑ. Юлашкинчен ҫакна палӑртмалла. Вислӑпа Одер, Сандомирпа Силези тапӑну операцийӗсенче корпус юланутҫисем уйрӑмах хӑюлӑхпа палӑрнӑ. СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Указӗпе килӗшӳллӗн 1 гварди кавалери корпусӗнчи 18 ҫынна Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ. Вӗсем хушшинче пӗрремӗш гварди юланутҫи Владимир Васильев та.

Кӗнеке аван чӗлхепе вуланать.

В. Васильев пурнӑҫӗн чылай тапхӑрне Чулхула тӑрӑхӗнче ирттернӗ май хӑнасене парне тума кӗнекен ҫуррине вырӑсла текстпа хатӗрленӗ. Кунта пӗлмелли, вуламалли сахал мар.

«Кладезь здоровья и патриотизма» кӗнекене Шупашкарти «Ҫӗнӗ вӑхӑт» типографинче 1000 экземплярпа пичетленӗ. Унта сӑнӳкерчӗксем чылай. Ӑна __Красноармейскинчи__ «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат редакцийӗнче туянма пулать.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗлмен ӗҫе ан тытӑр: ӑна ӑнӑҫлӑ вӗҫлеме информаци тата опыт сахал пулни чӑрмантарӗҫ. Иккӗленӳллӗ мероприятисене хутшӑнма ан тӑрӑшӑр. Ку эрнере асӑрхануллӑ пулни пӑсмӗ. Арҫынсен кая хӑварса пынӑ ӗҫсене пуҫӑнмалла. «Пур ҫӗрте те виҫине пӗл» — ку эрнере хӗрарӑмсем ҫак девиза пӑхӑнмалла. Ку апатланассине те пырса тивет.

Утӑ, 13

1934
92
Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ.
1945
81
Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1953
73
Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ.
1966
60
Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ