__/_Чӑваш халӑх сайчӗпе__ __http://inset.chv.su/_Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ__ шкул ачисемпе студентсене «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» литература ӑмӑртӑвӗ пирки асаилтерет. Хайлавсене чӳкӗн 1-мӗшӗччен йышӑнатпӑр. Вӑхӑт — икӗ уйӑх, ҫак хушара чаплӑ калав-сӑвӑ хайлама пулатех ӗнтӗ!
Кӑҫалхи тема — ҫӑлтӑр, хушма тема — __Аслӑ Пӳлер__. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене эпир 5 ушкӑна пайласа: 6-7, 8-9, 10-11 классенче вӗренекенсем, студентсемпе 30 ҫула ҫитмен яшсем, шкулта ачасене вӗрентекенсем. Ҫӗнтерӳҫӗсене ытти ҫулсенчи пекех чаплӑ парнесем кӗтеҫҫӗ!
Паллах, кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче пуҫланнӑ литература конкурсне хайлавсем ярса паракансем те пур (вӗсемшӗн тӗрлӗ ҫӑмӑллӑхсем пулӗҫ). Чылайӑшне вырнаҫтарнӑ (__/lib/tag/Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ_**кунта**__ паллашма пулать) ӗнтӗ, ыттисене (шел те ҫу хушшинче вӑхӑт пулмарӗ) ҫитес вӑхӑтра кӗртӗпӗр.
Ҫырӑр, пултарулӑха аталантарӑр. Эпир, ӑмӑрту йӗркелекенӗсем, сирӗн хайлавӑрсене кӗтӗпӗр.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Виталий Енӗш, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Исаева Людмила Сергеевна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Чӑваш АССРӗ вырӑнне Чӑваш Совет Социаллӑ Республики пулса тӑнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |