Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.5 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ӗнер, авӑнӑн 3-мӗшӗнче, пирӗнтен ӗмӗрлӗхе чӑваш халӑх ҫыравҫи, драматургӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ __Краснов Георгий Васильевич__ уйрӑлса кайрӗ.

Георгий Васильевич 1937 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче __Етӗрне районӗнчи__ __Йӗрхкасси__ ялӗнче ҫуралнӑ. Мӑн Явӑшри ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулта, Ҫӗрпӳ ял хуҫалӑх техникумӗнче, Мускав патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче вӗреннӗ. Колхоз председателӗ, Чӑваш АССРӗн радиовещанипе телевидени комитечӗн тӗп редакторӗ тата председатель ҫумӗ пулнӑ. Чӑваш АССР ҪП правлениӗн председателӗ, «Тӑван Атӑл» журналӑн тӗп редакторӗ вырӑнӗнче ӗҫленӗ.

Юлашки ҫулсенче вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнчи журналистика факультечӗн профессорӗ пулса ӗҫлерӗ.

Георгий Краснов 20 ытла кӗнеке кӑларнӑ: «Кӑмӑл туртӑмӗ» (1973), «Ҫамрӑклӑх пӗрре килет» (1974), «Ӗмер тикӗс килмест» (1979), «Кавар» (2004), «Кӗвеҫекене кӗвӗ ҫиет», «Телей патне виҫӗ ҫухрӑм», «Ҫитетпӗр хӗрӗхе, иртетпӗр хӗрӗхрен», «Хӗрлӗ тюльпан» (2007), «Чипер хӗр ача Ксени» (2010) тата ыттисем.

1979 ҫулта Чӑваш ҫамрӑкӗсен Ҫеҫпӗл Мишши ячӗлле премийӗн лауреачӗ («Ӗмӗр тикӗс килмест» романшӑн), 1984 ҫулта Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ятне тивӗҫнӗ. Георгий Васильевич кӗнекисене вырӑсла, белорусла, кӑркӑсла тата ытти чӗлхеллӗ куҫарса кӑларнӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗлмен ӗҫе ан тытӑр: ӑна ӑнӑҫлӑ вӗҫлеме информаци тата опыт сахал пулни чӑрмантарӗҫ. Иккӗленӳллӗ мероприятисене хутшӑнма ан тӑрӑшӑр. Ку эрнере асӑрхануллӑ пулни пӑсмӗ. Арҫынсен кая хӑварса пынӑ ӗҫсене пуҫӑнмалла. «Пур ҫӗрте те виҫине пӗл» — ку эрнере хӗрарӑмсем ҫак девиза пӑхӑнмалла. Ку апатланассине те пырса тивет.

Утӑ, 13

1934
92
Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ.
1945
81
Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1953
73
Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ.
1966
60
Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи