Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.5 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ӗнер республикӑн хӑш-пӗр районӗсем урлӑ вӑйлӑ ҫил иртнӗ тет. Шупашкар патӗнче, сӑмахран, йӗрӗ те курӑнманччӗ. Шар курнӑ районсем: __Ҫӗрпӳ районӗ_Ҫӗрпӳ__, __Канаш районӗ_Канаш__, __Сӗнтӗрвӑрри районӗ_Сӗнтӗрвӑрри__, __Ҫӗмӗрле районӗ_Ҫӗмӗрле__, __Улатӑр районӗ_Улатӑр__, __Йӗпреҫ районӗ_Йӗпреҫ__, __Шупашкар__ (пӗлтертӗм ӗнтӗ — Шупашкар ҫывӑхӗнче ҫил нимле сӑтӑр та туман) тата __Елчӗк районӗ_Елчӗк__. Ытларах Сӗнтӗрвӑрри районӗ шар курнӑ иккен — ҫилпе пӑр 302 киле сӑтӑр тунӑ, 48 ял (9 000 ҫын) ҫутӑсӑр юлнӑ. Республикӑпа пурӗ 71 ял ҫутӑсӑр юлнӑ, паянхи ир тӗлне вӗсенчен 36-шӗнче ҫутта тавӑрнӑ (тата 35 ялта ҫутӑ тавармалла — пурӗ 3 400 кил).

Инкек курнӑ ҫынсене Правительство хӑвармӗ — ҫӑмӑл кредитсем илме пулӑшӗ, ҫил-тӑвӑл пӗтернӗ тырӑпа ҫӗрулмишӗн укҫа-тенкӗ уйӑрӗ. Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов пӗлтернӗ тӑрӑх пӑрлӑ ҫумӑр __Ҫӗрпӳ районӗ_Ҫӗрпӳпе__ __Сӗнтӗрвӑрри районӗ_Сӗнтӗрвӑрри__ районӗсенче 400 тата 1600 гектар лаптӑкра тырра пӗтернӗ. Ҫӗрулми пуссисене епле сиен кӳнине хальлӗхе шутлаҫҫӗ кӑна-ха.

__Михаил Игнатьев__ ӗнер __Октябрьски__ ялне ҫитсе курнӑ. Ҫил-тӑвӑл кунта самай алхаснӑ: сӑмахран ялти ӳнер шкулӗн тӑррине тӗппипех ывӑтса пенӗ, М. Тагеевӑн фермер хуҫалӑхӗнче шыв турулне тӳнтернӗ, нумай пулмасть хӑпартнӑ ферма тӑррине ҫурри ытла вистесе пенӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗлмен ӗҫе ан тытӑр: ӑна ӑнӑҫлӑ вӗҫлеме информаци тата опыт сахал пулни чӑрмантарӗҫ. Иккӗленӳллӗ мероприятисене хутшӑнма ан тӑрӑшӑр. Ку эрнере асӑрхануллӑ пулни пӑсмӗ. Арҫынсен кая хӑварса пынӑ ӗҫсене пуҫӑнмалла. «Пур ҫӗрте те виҫине пӗл» — ку эрнере хӗрарӑмсем ҫак девиза пӑхӑнмалла. Ку апатланассине те пырса тивет.

Утӑ, 12

1907
119
Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1918
108
Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ.
1920
106
Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ.
1928
98
Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та