Ҫӗртмен 21-мӗшӗнче __Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн__ литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗнче __Георгий Осипович Ефимов__ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа «Чӑваш фантастикин аталанӑвӗ» ятпа анлӑ лару иртрӗ. Ӑна филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Вячеслав Александрович Ендеров ертсе пычӗ.
Чи малтанах Вячеслав Александрович __Валентин Александрович Абрамова__ асӑнма сӗнчӗ — ку ларӑва хутшӑнма вӑл чи малтан килӗшнӗ терӗ, ятарласа доклад та хатӗрлеме пуҫланӑ иккен. Шел те, лару кунӗ тӗлне вӑл пурӑнса ҫитереймерӗ, пирӗнтен вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайрӗ. Валентин Абрамовӑн доклачӗ «Г. Ефремов прозинчи фантастикӑпа пурнӑҫ чӑнлӑхӗ» ятлӑ пулмаллаччӗ. Вячеслав Ендеров литература тӗпчевҫине асӑнса фантастикӑпа ҫыхӑннӑ унӑн ӗҫӗсене асӑнчӗ (~~Жанровые разновидности чувашской фантастической повести // Становление и развитие чувашской повести, Чебоксары, 2004. — С. 66-72; Шухӑшласа кӑлартӑм — тӗлӗнтӗм // Сӑмахпа сӑнар сипечӗ, Шупашкар, 1998 — 49-52 с.; Фантастика на грани реальности // Сӑмахпа сӑнар сипечӗ, Шупашкар, 1998 — 96-98 с.~~), кӗскен каласа пачӗ.
Анлӑ ларӑва тӑсса __Виталий Родионов__ Георгий Ефимов ҫыравҫа аса илчӗ — тӗл пулнӑ самантсем пирки каласа пачӗ. Георгий Осиповича ытларах калем ӑстисем фантастикӑлла хайлавсем ҫырманни самай пӑшӑрхантарнӑ иккен.
Даклад калама Михаил Желтовпа (ӑна вулакансем Сунтал хушма ятпа пӗлеҫҫӗ) Марина Савирова тӗв тунӑччӗ те, анчах вӑхӑт тупайманнине пула вӗсен сӑмахне итлеме май пулмарӗ.
Ҫапла май пухӑннисем малалла Николай Плотниковӑн «2008-2012 ҫулсенче чӑваш ачисемпе вӗрентекенсем хушшинче ирттернӗ фантастика хайлавӗсен ӑмӑртӑвӗсем: тӗллевпе пӗтӗмлетӳсем» докладне итлерӗҫ. Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ асӑннӑ ӑмӑртусем епле ҫурални, епле аталанни пирки кӗскен каласа пачӗ. Итлекенсен шухӑшӗпе ҫак литература ӑмӑртӑвӗ шкул ачисене питӗ кирлӗ япала. Пӗтӗмӗшле ырланӑ хыҫҫӑн вӗсем докладҫӑна фантастикӑлла хайлавсене тишкерсе диссертаци ҫырма сӗнчӗҫ. Николай Плотников вара шухӑшласа пӑхма пулчӗ.
Анлӑ лару хыҫҫӑн литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗ ӗҫтешсен икӗ ӗҫне пӑхса тухрӗ. Вӗсен ырӑ енӗсемпе кӑлтӑкӗсене палӑртса иккӗшне те пичете юрӑхлӑ тесе палӑртса хӑварчӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Виталий Енӗш, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Исаева Людмила Сергеевна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Чӑваш АССРӗ вырӑнне Чӑваш Совет Социаллӑ Республики пулса тӑнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |