Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Пӗлтӗр кӑҫалхи ҫӗртмен 13–18-мӗшӗсенче Чӑваш Енре Раҫҫей ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен вӑйисене ирттерме йышӑннӑччӗ. Ӑна йӗркелесси пирки Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев акан 25-мӗшӗнче Мускавра канашлура пулчӗ. «Вӑйӑсене __Шупашкарпа__ __Ҫӗнӗ Шупашкарта__ тата __Шупашкар районӗнче__ ирттерме палӑртрӑмӑр», — тесе пӗлтернӗ Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Александр Петриков. «Кӑҫалхи ял ӗҫченӗсен ӑмӑртӑвӗсене Чӑваш Енре ирттерме халӑх юлашки ҫулсенче ял хуҫалӑх тата спорт енӗсемпе пысӑк ҫитӗнӳсем тунине кура суйларӑмӑр», — тесе пӗтӗмлетнӗ вӑл. __Михаил Игнатьев__ хушса каланӑ тӑрӑх Чӑваш Ен халӑхӗн 29% кашни кун тенӗ пекех пушӑ вӑхӑтне спортпа туслӑн ирттерет: «Юлашки вӑхӑтра ялсенче 22 ҫӗнӗ спорт-кермен хута янӑ, кӑҫал тата иккӗшне уҫасса кӗтетпӗр. Вара, 2012-мӗш ҫулта, республикӑри мӗнпур ял ҫынни спорт-кермене ҫӳреме пултарӗ».

Чӑваш Ен ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов каланӑ тӑрӑх 17 тӗслӗ спорт вӑййисем Шупашкарти «Олимпийский», «Энергия», «Спартак» тата «Труд» стадионсенче, ял хуҫалӑх академинче, Шупашкар кооператив институтӗнче иртӗҫ. Пӗрремӗш кунне хӑнасене Чӑваш оперӑпа балет театрӗнче кӗтсе илӗҫ, кану ҫурчӗсем тӑрӑх вырнаҫтарӗҫ. Спортсменсене «Спорт», «Чувашия», «Россия» тата «Чувашия-курорт» кану ҫурчӗсенче вырнаҫтарма палӑртнӑ. Унсӑр пуҫсӑр __Шупашкарти__ хӑш-пӗр аслӑ вӗренӳ общежитийӗсем хаклӑ хӑнасене кӗтсе илме хатӗрленеҫҫӗ. «Хӑнасене апатлантармалли тата хула тӑрӑх куҫса ҫуремелли ыйтусене те вӑхӑтрах татса парӑпӑр», — тесе вӗҫлерӗ Сергей Павлов. Ҫак тӗллевпех пулӑма йӗркелекенсем вӑйӑсем ирттернӗ вӑхӑтра Шупашкар хули студенчӗсем хушшинче волонтерсен ушкӑнӗсем пуҫтарма та шутлаҫҫӗ.

Ял ӗҫченӗсен вӑййисене ҫӗртмен 14-мӗшӗнче «Олимпийский» стадионра уҫма, 18-мӗшӗнче Атӑл ҫыранӗнчи «Анне» палӑкӗ умӗнче ҫӗнтерӳҫӗсене чысласа хупма палӑртна.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 18

1910
116
Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ.
1918
108
Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ.
1930
96
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1973
53
Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ.
1996
30
Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын