Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ачасен кӑмӑл-сипетне, ӑс-хакӑл пуянлӑхне, наци сӗмлӗхне аталантарасси питӗ ҫивӗч тӑрать. Этемӗн ҫак енӗсене ачаранах аталантармасан унран тӑван ҫӗршыва чунтан-чӗререн парӑннӑ чӑн-чӑн этем пулаймӗ.

Тӗрлӗ ҫӗре тухса ҫӳрени, тӗрлӗ ӗҫ-пулӑмсем ирттерни, чӑвашсен паллӑ ҫыннисемпе тӗлпулусем йӗркелени, тӑван халӑх йӑли-йӗркине ӑша хывни ачасен наци сӗмне вӑйлатать.

__Палтай__ шкулӗнче (__Етӗрне районӗ__) пултаруллӑ ҫынсемпе тӗлпулусем йӗркелесе ачасене явӑҫтарасси йӑлана кӗчӗ. Ҫулсерен шкулта ятарласа Чӑваш чӗлхипе литературин уявне ирттерме тытӑнтӑмӑр. Кӑҫал ку уява Чӑваш чӗлхин кунне халалларӑмӑр. Палӑртнӑ кун чӑваш тӗррри-эрешӗпе илемлетнӗ зала лӑк тулли халӑх пуҫтарӑнчӗ. Шкула хӑнана Чӑваш Республикинчи профессилле писательсем __Арсений Тарасов__, __Василий Кервен__, «Самант» журналӑн шеф-редакторӗ Владимир Васильевич Степанов, Николай Львович Сапожников — районти этем тата ҫутҫанталӑк центрӗн ертӳҫи, хамӑр тӑрӑхри ҫыравҫӑ, __Валерий Муравьев__ таврапӗлӳҫӗ килсе ҫитрӗҫ. Вӗсем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе, чӑваш литературин ХХI ӗмӗрӗн пӗрремӗш вунӑҫуллӑхри аталанӑвӗпе паллаштарчӗҫ, ачасенче чӑвашлӑх туйӑмне ҫӗнӗрен вӑй илсе аталанма пулӑшрӗҫ. Хӑнасене вара шкулти «Шанчӑк» фольклор ушкӑнӗ (илемлӗх ертӳҫи Надежда Серебрякова), Пӗрҫырлан культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Илем» пултарулӑх ушкӑнӗ, «Сӑр ен» халӑх ансамблӗ (илемлӗх ертӳҫи Иван Любимов) чӑваш юррисемпе тыткӑнларӗ. Тӑван чӗлхене халалланӑ сӑвӑ ярӑмӗсем те, такмаксем те, чӑваш ташшисем те пуянлатрӗҫ уяв программине. «Вӗҫкӗн Ваҫҫа» сӑвӑ тӑрӑх йӗркеленӗ сценка тӑван чӗлхене манма юраманни ҫинчен татах та асаилтерчӗ.

Уяв программинче __Валерий Муравьевӑн__ «Ҫылӑхлӑ арҫын» ҫӗнӗ кӗнекине те хакларӗҫ. «Ку кӗнеке вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ял пурнӑҫне сӑнласа парать. Тен, пурӑна киле ҫак ултӑ кӗнекеллӗ роман __Н.Мраньккан__ «Ӗмӗр саки сарлака» романӗ шайне те ҫитӗ», — тесе палӑртрӗ «Тӑван Атӑл» журналӑн шеф-редакторӗ Арсений Алексеевич Тарасов. Ҫыравҫӑна малалла та халӑх юратса вулакан произведенисем ҫырма ырлӑх-сывлӑх сунчӗҫ.

Чӑваш чӗлхине халалланӑ уява «Сӑр ен» ансамблӗн гимнӗпе вӗҫлерӗҫ. Ҫак уяв саманчӗсене асӑнмалӑх хӑварма пурте пӗрле сӑн ӳкерттерчӗҫ.

__http://gov.cap.ru/home/78/2012/gal/04/24-04-12-1/index.html_**Сӑнсем**__ (16)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 18

1910
116
Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ.
1918
108
Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ.
1930
96
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1973
53
Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ.
1996
30
Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та