Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.5 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Муркаш районӗнчи__ __Ярапайкасси__ вӑтам шкулӗнче Чӑваш чӗлхи эрни пырать. Паян шкула ҫав тери савӑнӑҫлӑ хыпар ҫитрӗ: 8 класра вӗренекен Сорокина Инна акан 18-22-мӗшӗсенче Раҫҫей шайӗнче иртнӗ «Тӑван ен: ҫутҫанталӑк, культура, этнос» ӑмӑртура «Гуманитарипе экологи тӗпчевӗсем» номинацире 3-мӗш вырӑн йышӑнма пултарнӑ, сумлӑ парнесене: укҫан премие тата фотоаппарата тивӗҫнӗ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗ Алевтина Геннадьевна Димитриева ертсе пынипе Инна __Муркаш районне__ кӗрекен __Елача__ ялӗ таврашӗнчи шыв-шур ячӗсене тӗпченӗ, шыв-шурсен классификацине тунӑ, вӗсен семантикине тарӑннӑн уҫса панӑ. Маттур вӗренекенӗмӗр тӗпчев ӗҫӗпе хатӗрленӗ хӑтлава Мускавра ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ, ыйтусем ҫине хуравланӑ.

А.Г. Димитриева 3 ҫул каялла йӗркеленӗ «Ҫамрӑк таврапӗлӳҫӗ» кружока хаваспах ҫӳрекен шкул ачисем районта, республикӑра иртекен конкурссене хутшӑнаҫҫӗ, малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ. Ку таранччен кашни ҫулах «Тӑван ен: ҫутҫанталӑк, культура, этнос», «Отечество» ӑмӑртусенче, «Excelsior» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗнче Ярапайкасси шкул ачисем ҫӗнтерӳҫӗсем хушшинче пулнӑ. Алевтина Геннадьевна ачасене кирлӗ материала пухтарас, тишкерттерес, тӗпчев ӗҫӗсем ҫыртарас ӗҫре питӗ ӑста. Ҫамрӑк вӗрентекенӗмӗрӗн ӗҫӗ куҫ кӗрет: унӑн вӗренекенӗсем хӑйсем умне лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама пултараҫҫӗ.

Маттур, Инна! Маттур, Алевтина Геннадьевна! Чӑн та, Муркаш районӗ, Чӑваш Республики ятне ҫӳллӗ шайра тытма пултартӑр!

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗлмен ӗҫе ан тытӑр: ӑна ӑнӑҫлӑ вӗҫлеме информаци тата опыт сахал пулни чӑрмантарӗҫ. Иккӗленӳллӗ мероприятисене хутшӑнма ан тӑрӑшӑр. Ку эрнере асӑрхануллӑ пулни пӑсмӗ. Арҫынсен кая хӑварса пынӑ ӗҫсене пуҫӑнмалла. «Пур ҫӗрте те виҫине пӗл» — ку эрнере хӗрарӑмсем ҫак девиза пӑхӑнмалла. Ку апатланассине те пырса тивет.

Утӑ, 12

1907
119
Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1918
108
Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ.
1920
106
Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ.
1928
98
Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та