Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Акан 17-мӗшӗнче Красноармейски районӗн халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче Н. Янкас ячӗллӗ премин ҫӗнӗ лауреачӗсене чысламалли каҫ иртрӗ.

Каҫа районти Н. Янкас ячӗллӗ литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхӗн ертӳҫи Г.Л. Ефимов уҫрӗ. Район администрацийӗн культура, спорт тата ҫамрӑксен политикин пайӗн пуҫлӑхӗ А.Н. Лебедев пухӑннисене ҫав уяв ячӗпе ӑшшӑн саламларӗ. 2011 ҫулшӑн Н. Янкас ячӗллӗ премие парас енӗпе ӗҫлекен комисси председателӗ Н.Г. Ершов преми илме тӑратнӑ кандидатсем пирки комиссине килнӗ ӗҫлӗ хутсемпе паллаштарчӗ, кашни лауреатӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен тӗплӗн чарӑнса тӑчӗ. Иккӗн тивӗҫ пулнӑ ҫак чыса кӑҫал: Иван Петрович Матвеев фотоӑстаҫӑпа __Клавдия Ильинична Васильева__ сӑвӑҫ.

И.П. Матвеев 1949 ҫулта __Ҫӗнӗ Йӗкӗт__ ялта ҫуралнӑ. __Упири__ вӑтам шкул хыҫҫӑн вӑл __И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен__ вӗренсе тухнӑ. Каярахпа ӗҫленӗ хушӑрах __Чӑваш патшалӑх университечӗн__ географи уйрӑмӗнчен пӗлӳ илсе тухать. 1976 ҫултанпа __Упири__ вӑтам шкулта ачасене ӳнер, черчени тата ӗҫ енӗпе вӗрентет. Мӗн ачаран хӑй сӑнӳкерчӗксем тума юратнӑран, ҫак ӑсталӑха ҫур ӗмӗре яхӑн туптаса пынӑ. Унӑн ӗҫӗсем районти тата республикӑри куравсенче малти вырӑнсене йышӑннӑ. Хальхи чыслав каҫӗнче те вӑл ертсе пынипе шкул ачисем ӑсталанӑ хатӗрсен тата хӑй ӳкернӗ пейзажсен куравӗсем пулчӗҫ.

Лауреат ятне пама И.П. Матвеева районти «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат редакцийӗпе Упири вӑтам шкул коллективӗсем сӗннӗ.

__К.И. Васильева__ та педагогика ӗҫӗн ветеранӗ. Вӑл 1943 ҫулта __Канаш районӗнчи__ __Малти Тукай__ ялӗнче ҫуралнӑ. 1967 ҫулта __Шупашкарти__ Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ — режиссер профессине алла илнӗ. Ӑна __Красноармейскинчи__ культура ҫуртне ӗҫлеме янӑ. Ҫакӑнта вӑл 16 ҫул тӑрӑшнӑ. Ӗҫленӗ хушӑрах __И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра__ пӗлӳ илнӗ. Ун хыҫҫӑн __Красноармейскинчи__ вӑтам шкулта чылай ҫул ачасене вӗрентнӗ. Ҫав вӑхӑтрах К.И. Васильева сӑвӑҫ та. Ку таранччен «Чее хӗвел», «Тавах сана, ман ирӗк шухӑш», «Шан, ӗнен, юрат» ятлӑ сӑвӑсен пуххисем тухнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл «Юхӑм» драма кружокне ертсе пырать.

Лауреат ятне пама К. И. Васильевана райадминистрацин культура, спорт тата ҫамрӑксен политикин пайӗ тӑратнӑ.

Ҫӗнӗ лауреатсене Н. Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗн дипломне тата медальне парса чысларӗҫ. Ҫав ятпа вӗсене ҫак чыса тивӗҫме кандидата тӑратнӑ коллективсем, пӗрле ӗҫленӗ юлташсемпе тусӗсем чунтан саламларӗҫ, чечексем парнелерӗҫ.

Чыслав каҫӗ К. Васильева ҫырнӑ сӑвӑсене автор тата унӑн вӗренекенӗсем илемлӗн вуланипе, сӑвӑҫ тата режиссер пултарулӑх енӗсене сӑнлакан электронлӑ презентаци пӑхнипе, вӑл ертсе пыракан драма ушкӑнӗ лартнӑ спектакльсенчи сыпӑксене кӑтартнипе вӗҫленчӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӑлтӑрсем эрне интереслӗ тата тухӑҫлӑ пуласса систереҫҫӗ. Эсир ҫӑмӑллӑнах чылай плана пурнӑҫлатӑр, пӗр-икӗ кун канма уйӑратӑр.Чи кирлти — шалти сасса итлени тата асӑрхануллӑ пулни. Ӑмсанакан ҫынсенчен аяккарах пулӑр, сирӗн ӑнӑҫӑвӑрсемшӗн чунран савӑнаканнисемпе кӑна хутшӑнӑр.

Юпа, 19

1913
112
Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1914
111
Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1925
100
Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1941
84
Виталий Енӗш, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1947
78
Исаева Людмила Сергеевна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1978
47
Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1978
47
Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1982
43
Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
1990
35
Чӑваш АССРӗ вырӑнне Чӑваш Совет Социаллӑ Республики пулса тӑнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй