«Сообщество учителей английского языка Tea4er.ru» интерактивлӑ ӑслӑлӑхпа меслетлӗх журналӗ Раҫҫей вӗрентекенӗсем хушшинче космоса халалласа «12.Space-Age.12» конкурс ирттернӗ.
Ку конкурса пирӗн республикӑри акӑлчан чӗлхи вӗрентекенӗсем те хутшӑннӑ. __Сӗнтӗрвӗрри__ хулинчи шкулта ӗҫлекен Васильева Елена Александровна 2-мӗш, __Шупашкарти__ 40-мӗш шкулти Мареева Ирина Анатольевна тата __Хӗрлӗ Чутай районӗнчи__ __Штанаш__ шкулӗнчи акӑлчан чӗлхи учителӗ Зотова Галина Вячеславовна 3-мӗш вырӑншӑн диплом илме тивӗҫнӗ. Зотова Г.В. конкурса __Андриян Григорьевич Николаева__ халалланӑ «Our countryman Andriyan Nikolayev» ӗҫ тӑратнӑ, космонавт пурнӑҫпе паллаштарма хитре хӑтлав хатӗрленӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Виталий Енӗш, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Исаева Людмила Сергеевна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Чӑваш АССРӗ вырӑнне Чӑваш Совет Социаллӑ Республики пулса тӑнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |