Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Чӑваш Ен Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ ӗнер __Мускавра__ Федерацин вӑрман хуҫалӑх агентствин ертӳҫипе Виктор Масляковпа курнӑҫнӑ. Тӗлпулура республикӑри вӑрман хуҫалӑхӗпе, унӑн аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ — республикӑри вӑрман йӗркелӗвӗн ӗҫне пурнӑҫлама федераци хыснинчен 20 млн тенкӗ хушса уйӑрасси пирки калаҫса татӑлнӑ. Ҫавӑн пекех пушар-хими станцине ҫирӗплетме 30 млн тенкӗ уйӑрӗҫ. Ҫак укҫа ЧР Ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсен министерствин вӑрман пушар службине тӗрлӗ пурлӑхпа тата техника енӗпе тивӗҫтерме май парӗ. Ҫулӑм тавраш ӑнсӑртран тухсан та вӑрманти пушарсемпе ӑнӑҫлӑ кӗрешме пулӑшӗ.

__Чӑваш Енре__, сӑмах май, вӑрманти пушарсенчен сыхланас енӗпе ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ. Ҫавна май пӗлтӗр пушар пӗрре ҫеҫ пулнӑ, ӑна хӑварт сӳнтерме пултарнӑран вӑрман хуҫалӑхӗ сиенленменнипе пӗрех. 2012 ҫулта Раҫҫейӗн вӑрманпа ҫыхӑннӑ уйрӑм ӗҫ-пуҫа республикӑна панӑ май субвенци шучӗпе федераци укҫи-тенкинчен 117 млн тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Танлаштарма: 2010 ҫул шӑрӑх та типӗ килнӗрен пушарсем вӑрмансене чылай сиен кӳчӗҫ, ӑна пӗтерме республикӑна пӗтӗмпе те 88 млн тенкӗ кӑна панӑ пулнӑ — ку кӑҫалхинчен 75% сахалрах. Унсӑр пуҫне ЧР Ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсен министерстви 2015 ҫул тӗлне республикӑри вӑрмансен ҫӑралӑхне 32,4% (2012 ҫулхи шай) ҫитерме палартни пирки те асӑнма пулать. Паллах, федераци хысни пулашмасӑр ку ӗҫе туса пӗтерме хӗнтерех пулӗ.

2010 ҫулта сиенленнӗ вӑрмансене федерацин вӑрман хуҫалӑх агентстви чӑн та манмасть, ак, сӑмахран, кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вӗсене чӗртес тӗлешпе ҫӗршыв шайӗнче йывӑҫ лартмалли пӗрлехи кун ирттерме йышӑннӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн умра лидер пек пулма ҫул уҫӑлӗ — таврарисем те кун валли хатӗр. вӗсем эсир пуҫаруллӑ пуласса кӗтнине туятӑр. Кӑмӑл хаваслӑхне ҫухатмасан пулӑшу самаях пулӗ. Эрне варринелле вӑй кӗрӗ, ку ӗҫсене хӑвӑртлатма пулӑшӗ.

Нарӑс, 25

1913
113
Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1969
57
Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ.
1970
56
Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та