Пилӗк ҫул хушши ӗнтӗ __Чӑваш чӗлхи кунне__ халалласа Трак ен — __Красноармейски тӑрӑхӗнче__ тӑван чӗлхепе литература вӗрентекен педагогсен творчествӑлла ушкӑнӗ йӗркеленипе (ертӳҫи — Михайлова З.П.) чӑваш чӗлхипе грамматикине лайӑх пӗлекен ачасем хушшинче «Ҫамрӑк ӑсчах» вӑйӑ-конкурс иртрӗ. Унӑн юлашки тапхӑрне республикӑмӑрти районсем хушшинче ирттернӗччӗ.
Кӑҫал вара ун вырӑнне ҫӗнӗ вӑйӑ конкурс ирттерме тӗв тытрӗҫ Трак енри учительсем. «Улӑп-2012: Эпир Улӑп йӑхӗнчен!» ятпа иртӗ вӑл. Конкурс малтанхи пекех инҫет майпа Интернет уҫлӑхӗ урлӑ йӗркеленӗ. Унта чӑваш халӑх историне тата культурине лайӑх пӗлекен ачасем хутшӑнӗҫ. Ӑмӑрту 5-7, 8-9 тата 10-11 классенче вӗренекенсем хушшинче иртӗ.
Вӑйӑ конкурс пӗр турпа http://www.make-test.ru/ сайтра иртет. Вӑйӑ конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе мала тухнисем «Улӑп-2012» вӑйӑ конкурсӑн электронлӑ Дипломне ҫӗнсе илӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене хатӗрленӗ вӗрентекенсем Красноармейски район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн Хисеп хутне тивӗҫӗҫ.
Вӑйӑ конкурса хутшӑннӑшӑн укҫа тӳлеме кирлӗ мар.
Проект авторӗ — Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче чӑваш сӑмахлӑхне вӗрентекен Михайлов Виталий Михайлович. Вӑл — аслӑ категориллӗ учитель, Раҫҫей пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ.
Вӑйӑ конкурс ҫинчен тӗпленрех http://chuvsite.ucoz.ru сайтра пӗлме пулать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Виталий Енӗш, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Исаева Людмила Сергеевна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Чӑваш АССРӗ вырӑнне Чӑваш Совет Социаллӑ Республики пулса тӑнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |