Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Шкулсенче юлашки вӑхатра тӗрлӗрен ҫӗнӗлӗхсем кӗрсе пыраҫҫӗ. Ҫавсен хушшинче кашни предметпа тенӗ пекех районсенче те, республика шайӗнче те фестивальсем ирттереси те вӑя кӗчӗ. __Комсомольски районӗнче__ ҫак уйӑхра ҫеҫ историпе обществознани, ун хыҫҫӑн ют чӗлхе вӗрентекенӗсен фестивалӗсем иртрӗҫ. Ытларикун вара Тӑван ен культурине вӗрентекенсен районти пӗрремӗш фестивалӗ пулса иртрӗ.

Ирхине ирех, урамра ҫил-тӑман вӗҫтернипе ҫулсене юр шӑлса лартнине пӑхмасӑрах, тӗрлӗ шкулсенчи вӗрентекенсем район центрне ҫул тытрӗҫ. Кунтан ҫул татах та малалла — __Асанкасси__ тӑрӑхне. Пӗрремӗш фестивале Асанкасси вӑтам шкулӗнче ирттерме шутласа хунӑ.

Хуҫасем хӑнасене хапӑл туса кӗтсе илчӗҫ: Е.М.Яндрова шкул ертӳҫи тата тӑван ен культурине вӗрентекен Л.А.Катмакова. Ӗҫлӗ канашлу хыҫҫӑн пурте классене уҫӑ уроксем итлеме пайланса кайрӗҫ. Икӗ урок тӑршшӗнче пурӗ ултӑ класра вӗрентекенсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Л.А.Катмакова (__Асанкасси__ вӑтам шкулӗ) 5-мӗш класра «Чӑваш Енри спорт» темӑпа, В.Г. Гордеев (__Комсомольскинчи__ пӗрремӗш вӑтам шкул) 8-мӗш класра «Каҫал тӑрӑхӗн паллӑ ҫыннисем» темӑпа, А.В.Лукина (__Шурутри__ вӑтам шкул) 9-мӗш класра «Чӑваш халӑх менталитечӗ» темӑпа, Н.Г.Боровкова (Комсомольскинчи иккӗмӗш вӑтам шкул) 5-мӗш класра «Чӑваш чӗлхин малтанхи ӑсчахӗсем» темӑпа, Л.Н.Яковлева (__Хирти Мӑнтӑрти__ вӑтам шкул) 6-мӗш класра «Кӗпе-йӗм» темӑпа, В.В.Петрова (__Нӗркеҫ__ вӑтам шкулӗ) 7-мӗш класра «Салтака ӑсатни» темӑпа уҫӑ уроксем пачӗҫ. Чӑн та, кашниех урокне питӗ тӗплӗн хатӗрленни куҫкӗрет, методикӑна аван пӗлни палӑрать. Мӗн тӗрлӗ ӗҫ туса ӗлкӗрмерӗҫ-ши вӗсем тата! Чӑвашсен авалхи тумтирӗпе те паллаштарчӗҫ, ачасене ушкӑнсене пайласа пуканесене те тумлантарчӗҫ, тестсем туса ирттерчӗҫ, хальхи электронлӑ пособисемпе те усӑ курса ӗҫлерӗҫ. Пурне те каласа пӗтерме те май ҫук. Уроксене сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн вӗсене хак парса тӗрлӗ номинацисен ҫӗнтерӳҫисене __Комсомольски районӗнчи__ ҫутӗҫ пайӗн дипломӗсене парса чысларӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗренекенсемпе вӗрентекенсен пултарулӑх выставкине хутшӑнакансене палӑртса хӑварчӗҫ.

Чи кирли вара: ҫакӑн йышши ӗҫ-хӗл ачасене те, вӗрентекенсене те питӗ усӑллӑ. Унта пӗлмелли, ӗҫтешсен паха опычӗпе паллашса малашне ӗҫре усӑ курмалли питех те нумай. Ҫакӑн пек вӗрентекенсем пулсан чӑваш халӑх ӳнерӗ нихӑҫан та сӳнмӗ, малалла аталанса пырӗ. __Чӑваш чӗлхи__ те ачасенчен пуласлӑхри ӑрусене куҫса пырса упранса юлӗ, ытти чӗлхесем хушшинче малашне те тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнӗ! Шанас килет.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулăх валли лайăх вăхăт, чи çутă ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăр. Лура-тăрăва алăран вĕçертес мар тесен пуçаруллă пулмалла. Çĕнĕ опыт сирĕн умра çĕнĕ майсем уçĕ. Туссемпе курнăçма, романтика тĕлпулăвĕ валли лайăх вăхăт.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй