Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Кашни ҫын пушӑ вӑхӑтне хӑй тӗллӗн ирттерет. Пӗри тӗрлет, тепри ӳнерлет, хӑшӗ вара йывӑҫран каскаласа кӑларать. __Тӑвайра__ пурӑнакан каччӑ Кучеров Дима вара хутпа тата клейпа усӑ курсах вӗҫев карапӗсем ӑсталать иккен. Унӑн пухӑвӗнче халӗ 17 вӗҫев карапӗ. Ку шутра Ил-86, Боинг, Як-42, Ту-154, Ту-154-52, Ан-245 тата ытти те. Кашни карап хӑй «йӗкӗрешӗнчен» 144 хут пӗчӗкрех. Ӗҫӗ, паллах ӗнтӗ, кӑсӑклӑ, пуҫласа вӗҫне ҫитериччен вӑхӑт тата чӑтӑмлӑх пайтах кирлӗ.

Анчахрах каччӑ Тӑвай музейӗ ыйтнипе хӑйӗн пултаруллӑхӗпе халӑха паллаштарма килӗшнӗ. Экспозици уҫӑлнӑ-уҫӑлман куракансем музей ҫуртне йышлӑн пуҫтарӑнма пуҫланӑ. Ку анчах мар, кӳршӗлле район музейӗсем те халь Димӑна хӑйсем патне чӗнеҫҫӗ, ырӑ сунса кӗтеҫҫӗ.

Карапсем пит паха пулнӑ пирки алла тытса пӑхас туйӑма пытарма пит йывӑр, «Экспонатсене тӗкӗнме юрамасть!» — тесе ҫырнӑ пулсассӑн та. Ку курава йӗркеленӗ музей ертӳҫи Светлана Сергеева каланӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра халӑха тӗлӗнтерме шутсӑр йывӑр, тем те пӗр шыраса тупма тивет. Тӗслӗх пек вӑл икӗ ҫул каялла ҫак музейрах вырнаҫтарнӑ «Утюгсем» курава аса илчӗ. Чӑн та питӗ кӑсӑклӑ пулса тухрӗ вӑл — ун пирки «Раҫҫей хаҫачӗ» те ҫырнӑччӗ.

Хутран ӑсталанӑ вӗҫев карапӗсен куравӗ кӑсӑклартарчӗ пулсан — пырса курӑр! Музей ӗҫченӗсем хапӑллӑн сире кӗтсе илӗҫ, ытти экспонатсемпе те паллаштарӗҫ!

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй-хал саппасӗ нумай, анчах ӑна ҫӑмӑллӑнах вак-тӗвекленсе пӗтерме пулать. Эрне варринче тавлашусем тухма пултарӗҫ — эсир тӗрӗссине ҫине тӑрса ӗнентермесен те, хӑвӑрӑн позицие лӑпкӑ палӑртӑр.

Юпа, 05

1947
79
Родионов Виталий Григорьевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
2005
21
Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та