Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Илемлӗ те пуян __Шăмăршă районĕ|пирӗн тӑрӑхри__ ҫутҫанталӑк. Вӑрмансем 52 пин гектара яхӑн е район территорийӗн 57,5 процентне йышӑнаҫҫӗ. Кашни ҫын пуҫне вӑтамран 2,75 гектар вӑрман тивнине шута илсен, эпир республикӑра чӑн малти вырӑнта темелле. Пысӑк юханшывсем ҫук пулин те, __Хырла__, __Пасна__, __Чăршăллă|Чӑршӑллӑ__ тата ытти пӗчӗк ҫырмасем, шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫсем тӑван тавралӑха ытарайми илем кӳреҫҫӗ.

Район территорийӗнче историшӗн паллӑ вырӑнсем те пур. Ҫавӑнпа та __Шăмăршă тăрăхĕнче|Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче__ туризма аталантарма пур майсем те ҫителӗклӗ, ҫакӑ пыра-киле район экономикине ҫӗклеме пулӑшмалла. Чикӗ леш енчи чылай ҫӗршыв туризм кӳрекен тупӑшпах вӑйлӑ аталаннӑ.

«Чӑваш вӑрманӗ» наци паркне илер-ха. Кунта 16 турист маршручӗ (пӗтӗмӗшле тӑршшӗ — 329 километр, иккӗмӗш черечӗ — 215 километр) уҫма палӑртнӑ. Ҫав шутра 263 километрӗ — ҫуран е йӗлтӗрпе ҫӳремелли, 204 километрӗ — лашапа, 22 километр — велосипедпа, 26 километрӗ — автомашинӑпа, 24 километрӗ шывпа (байдаркӑпа) ҫӳремеллисем. Ку тӗлӗшпе пысӑк ӗҫ пурнӑҫлама тивет, чӑн малтан туристсем валли ҫывӑрмалли-канмалли вырӑнсем пулмалла.

Туристсен экскурсине йӗркеленӗ чух П.Т. Тихонов ҫак маршрутсене сӗнет:

1. __Шăмăршă|Шӑмӑршӑ__ ялӗ. Район центрӗнчи паллӑ вырӑнсемпе (администраци ҫурчӗ, Культура Керменӗ, район историйӗн музейӗ, вӑрман управӗн музейӗ, Карлинский вал, ипподром) паллашасси.

2. __Шăмăршă|Шӑмӑршӑ__ — __Васан__ — __Палтиел__ (Васанти таврапӗлӳ музейӗ, фольклор ансамблӗ, Хырла шывӗ ҫинчи шыв управӗ).

3. __Шăмăршă|Шӑмӑршӑ__ — __Пăчăрлă Пашьел|Пӑчӑрлӑ Пашьел__ — __Çĕнĕ Чукал|Ҫӗнӗ Чукал__ (вӑрман хуҫалӑхӗ, Пулмантӑш ҫырми, киремет вырӑнӗсем, таса ҫӑлсем).

4. __Шăмăршă|Шӑмӑршӑ__ — __Виçпӳрт Шăмăршă|Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ__ (Чӑваш халӑх писателӗн __Илпек Микулайĕн|Илпек Микулайӗн__ музейӗ, __В.В. Бараев-Сĕркке|В.В. Бараев-Сӗркке__ поэт ҫуралнӑ ҫурт).

5. «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнчи историлле вырӑнсем (пир фабрикипе тимӗр шӑратакан савут вырӑнӗсем, вӑрманти паҫҫулккӑсем).

6. __Шăмăршă|Шӑмӑршӑ__ — __Патăрьел|Патӑрьел__ — __Тикеш__ (историшӗн паллӑ вырӑнсемпе паллашасси).

7. __Шăмăршă|Шӑмӑршӑ__ — __Елчĕк|Елчӗк__ (историшӗн паллӑ вырӑнсемпе паллашасси).

«Наци паркӗ ҫулталӑкне 50 пин ытла туриста йышӑнма пултарать, — терӗ П.Т. Тихонов. — Анчах укҫа-тенкӗ ҫителӗксӗрри чарса тӑрать. Ҫак тӗллев пурнӑҫа кӗтӗр тесен, туристсен фирмисемпе усламҫӑсене анлӑн явӑҫтармалла».

__Шăмăршă|Шӑмӑршӑ__ — __Баскак__ тата __Шăмăршă|Шӑмӑршӑ__ — __Пăчăрлă Пашьел|Пӑчӑрлӑ Пашьел__ — __Суйкăн|Суйкӑн__ ҫулсене туни те туристсемшӗн меллӗ. Тивӗҫлӗ инфраструктура пулсан, ют ҫӗршывсенчи туристсем те пирӗн пата килсе курма кӑмӑл тӑвӗҫ. Ун чух Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ татах та илемленӗ, халӑх валли ӗҫ вырӑнӗ те нумайланӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑр сахал мар пӑшӑрхану илсе килӗ, кӑштах йӑнӑшма пултаратӑр. Тен, ҫывӑх ҫын умӗнче айӑпа туятӑр. Ӑнланманлӑх сирӗлтӗр тесен халӗ шӑпах чуна уҫса калаҫмалли вӑхӑт. Ӗҫре йӑнӑшсан яваплӑхран пӑрӑнма ан тӑрӑшӑр. Йӑнӑша йышӑнӑр, вара ҫивӗч ыйтӑва татса паратӑр.

Ҫу, 11

1931
94
Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ.
1943
82
Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ.
1966
59
Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын