__Комсомольски районĕнчи|Комсомольски районӗнчи__ вӗрентӳ тытӑмӗнче ӗҫлекен профсоюз членӗсем хушшинче темиҫе ҫул хушши ӗнтӗ спартакиада иртет. Ӑна вӗрентӳ пайӗ тата профсоюз райканашӗ пуҫарнипе йӗркелеҫҫӗ. Шӑпах иртнӗ вырсарникун спартакиадӑри черетлӗ ӑмӑрту — тӗл перес енӗпе — иртрӗ. Ирхине вунӑ сехет тӗлне вӗрентекенсем __Комсомольскинчи__ иккӗмӗш вӑтам шкула пуҫтарӑнчӗҫ, урамри ахӑр самана та чарма пултараймарӗ ӑмӑртакансене.
Малтанах районти вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Н.А.Максимов, райком профсоюзӗн ертӳҫи А.А.Яковлев, тӗп тӳре В.Н.Гаврилов сӑмах илчӗҫ, ӑмӑрту еплерех майпа иртессине аса илтерчӗҫ, пурне те ӑнӑҫусем тума сунчӗҫ.
Яланхиллех кашни шкул ушкӑнӗ тӑватӑ ҫынран тӑрать, вӗсенчен иккӗшӗ арҫын, иккӗшӗ хӗрарӑм. Арҫынсем шкулсенче сахалрах пулнине шута илсе, вӗсен вырӑнне хӗрарӑмсене те тӑратма юрать. Кашниех сакӑр хутчен пеме пултарать, ҫав шутра сулахай мишене виҫӗ хутчен — хӑнӑхмалла, унтан пилӗк хутчен — сылтӑмрине — шута илмелле. Ҫапла вара, пӗр спортсмен пиллӗк персе аллӑ очко таран пуҫтарма пултарать, тӑватӑ ҫынран тӑракан ушкӑн вара — чи нумаййи икҫӗр очко ҫӗнсе илме пултарать.
Маларах ҫитнӗ ушкӑнсем вырӑнсене йышӑнчӗҫ, винтовкисене тӗрӗслерӗҫ. Сӑмах май, хӗҫ-пӑшалне кашни шкул хӑйпе пӗрле илсе килмелле, оптикӑллӑ винтовкӑсемпе усӑ курма вара пач та юрамасть. Тупӑшу пуҫланчӗ. Кашниех май килнӗ таран тӗл персе ытларах очко пуҫтарма тӑрӑшрӗ. Хӗрӳ пыракан тупӑшура мала __Комсомольскинчи__ пӗрремӗш номерлӗ шкул ӗҫченӗсем: Н. Миронов, В. Гордеев, Л. Яковлева, Л. Глинкина — тухрӗҫ, вӗсем пурӗ 156 очко пуҫтарма пултарчӗҫ. Вӗсенчен икӗ очко ҫеҫ кая юлса иккӗмӗш вырӑна виҫӗ хӗрарӑмпа пӗр арҫынран тӑракан __Хырхĕрри|Хырхӗрри__ тӗп шкулӗн ушкӑнӗ тухрӗ. Вӗсем Ю.П. тата Р.Н. Алексеевсем, Л.Г. Лепешкина, Г.А. Белкова (иртнӗ ҫул та ҫак ушкӑнсемех мала тухнӑччӗ, хырхӗррисем ун чухне комсомольскисене пӗр очко выляса янӑччӗ). Виҫҫӗмӗш вырӑна __Комсомольскинчи__ иккӗмӗш шкул команди йышӑнчӗ, вӗсем пурӗ 134 очко пухма пултарчӗҫ. Ытти шкулсенчи спортсменсем те пите кӗҫҫе ҫӗлемерӗҫ. Виҫҫӗмӗшсене хыҫалтанах хӑваласа пырса кӑшт ҫеҫ кая юлчӗҫ. Каласа хӑвармалла, тӗл перекенсен ӑсталӑхӗ ҫулран ҫул ӳссе пырать. Малтанхи ҫулсенче хӑш-хӑш ушкӑнсем аллӑ очкона та аран-аран тенӗ пек ҫитернӗ пулсан халь ҫӗртен кая пуҫтаракан ҫукпа пӗрех. Малти вырӑнтисем те ҫулсерен нумайрах та нумайрах баллсем пуҫтарса пыраҫҫӗ. Ӑсталӑх ӳссе-туптанса пыни ҫакӑнта та паллӑ: арҫынсем хушшинче Н. Миронов (__Комсомольскинчи__ пӗрремӗш вӑтам шкул ушкӑнӗ) 42 очко, Ю. Алексеев (__Хырхĕрринчи|Хырхӗрринчи__ тӗп шкул) 41 очко тунӑ пулсан, хӗрарӑмсем хушшинче Л. Яковлева (__Комсомольскинчи__ пӗрремӗш номерлӗ вӑтам шкул) 43, Г. Белкова (Хырхӗрринчи тӗп шкул) 42, Г. Волкова (Комсомольски иккӗмӗш номерлӗ вӑтам шкул) 39 очко тума пултарнӑ. Чӑн та, чӑваш хӗрарӑмӗсем арҫынсенчен пӗр ӗҫре те кая юласшӑн мар.
Малалла вӗрентекенсене йӗлме йӗлтӗр ҫулӗ тата волейбол площадки кӗтеҫҫӗ. Мӗнех, ӑнӑҫу сунар лара-тӑра пӗлмен ӗҫченсене!
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |