Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.9 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче пӗтӗм Раҫҫей Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен кунне паллӑ тӑвать. Ҫак пысӑк уява кашни хӑйне май кӗтсе илет. Пӗрисем тин ҫеҫ хӗсметре пулнӑ яшсемпе тӗлпулусем ирттереҫҫӗ, теприсем вӑрҫӑ ветеранӗсене хӑнана йыхравлаҫҫӗ, хӗсметере пӗрле пулнисем пӗр-пӗрне саламлаҫҫӗ, пӗрле пуҫтарӑнса иртнӗ кунсене аса илеҫҫӗ.

__Хырхĕрри|Хырхӗрри__ тӗп шкулӗнче уяв ячӗпе савӑнӑҫлӑ концерт пулса иртрӗ. Ӑна шкул ачисем вӗрентекенсем ертсе пынипе хатӗрленӗ. Шкулта хӑйне май йӑлана кӗнӗ: ҫулталӑкри кашни уява черетлӗн пӗр класс хатӗрлесе ертсе пырать. Хальхинче ҫак хисепе саккӑрмӗшсем тивӗҫрӗҫ. Вӗсем Н.К. Иванова класс ертӳҫипе килӗшсе сӑвӑсем хатӗрлерӗҫ, уяв сценарине сӳтсе яврӗҫ. Палӑртнӑ кун уроксем иртсенех пӗрремӗш-тӑххӑрмӗш классенче вӗренекенсем тата вӗрентекенсем савӑк кӑмӑлпа истори кабинетне пуҫтарӑнчӗҫ. Уява уҫса салтак тумне тӑхӑнна саккӑрмӗш класс ачисем тухса тӑчӗҫ. Ҫар тумтирӗ вӗсене ҫӳллӗрех те, кӗрнеклӗрех те кӑтартрӗ. Салам сӑмахӗсем хыҫҫӑн хӑйсен пултарулӑхӗпе кӗҫӗн классенче вӗренекенсем паллаштарчӗҫ. Ҫиҫсе тӑракан куҫсемпе вӗсем авалхи тата хальхи салтак юррисене шӑрантарчӗҫ, ҫав хушӑрах вӗсене инсценировкӑсемпе илемлетрӗҫ. Аслӑрах классенче вӗренекенсем те кӗҫӗннисенчен юлмарӗҫ. Хӑйсен юрри-сӑввине яр уҫҫӑн та чуна пырса тивмелле юрларӗҫ. Куракансем те вӗсенчен юласшӑн пулмарӗҫ, кашни юрра тенӗ пекех хавхаланса пӗрле юрларӗҫ. Юрӑ-кӗвӗ вӗрентекенӗ Р.Т. Морозова пултарулӑхӗ те яр уҫҫӑнах курӑнчӗ ҫакӑнта. Чӑн та, пӗтӗм чунне ачасене парса ӗҫлет ӑста педагог.

Ҫакна та каласа хӑвармалла. Пысӑк мар шкулсенче вӗренекен ачасем пӗрне-пӗри пӗр кил-йышри пекех ҫывӑх пӗлсе-палласа ҫитеҫҫӗ. Тен, ҫавӑнпа та пуль, ҫак уяври «сывлӑш» та калама ҫук ӑшӑ та кӑмӑллӑ пулчӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ сирӗн унччен ӗҫленин кӑтартӑвӗсемпе савӑнма вӑхӑт ҫитнӗ. Юлашки уйӑхсенче тӗллев патне талпӑннӑ тӑк халӗ кӑтарту курӑнӗ, Анчах эрне пуҫламӑшӗнче таврарисене сӑнӑр — тен, такам хӑй те пӗлмесӗр сирӗн ӗҫе чарса пырать. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче вӑя тӑкакламалла: спорт пулӑшӗ.

Утӑ, 12

1907
119
Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1918
108
Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ.
1920
106
Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ.
1928
98
Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ