Нарӑс уйӑхӗн 8-9-мӗшӗсенче __Чăваш патшалăх гумантари ăслăлахĕсен институтĕнче|Чӑваш патшалӑх гумантари ӑслӑлахӗсен институтӗнче__ Раҫҫейри ӑслӑлӑх кунне халалланӑ пӗтемлетӳллӗ ӑслӑлӑх сессийӗ иртрӗ. Ҫулталӑк хушшинче пурнӑҫланӑ ӗҫсене пӗтӗмлетнӗ май чи малтан институт ертӳҫи __Ю.Н. Исаев__ сӑмах илчӗ. Икӗ куна тӑсӑлнӑӑ сессире институтӑн ӑслӑлӑх сотрудникӗсем кӑсӑк докладсемпе тухса калаҫрӗҫ. Паллах, кашни доклад теми паянхи кун актуаллӑ проблемӑпа ҫыхӑннӑ. Чылайӑшне этнологипе антропологи пайӗн тӗп ӑслӑлӑх сотрудникӗ __В.П. Иванов__ «Чувашский этнос в зеркале данных переписи 2010г.» (чӑв. ~~Чӑваш халӑхӗ 2010 ҫулхи ҫырав даннӑйӗсен тӗкӗрӗ витӗр~~) темӑпа тухса калаҫни тавлаштарчӗ. Тӗпчевҫӗ палӑртнӑ тӑрӑх, 2002 ҫултан тытӑнса 2010 ҫулсем хушшинче пирӗн халӑх ҫуллен 25 пине яхӑн чакса пынӑ-мӗн. Ӗҫ-пуҫ малалла та каплах пырсан ҫак кӑтартусем татах ӳсес хӑрушлӑх пур. Паллах, ҫак лару-тӑру кашни чӑваша шухӑшлаттармалла.
Сессире хутшӑннӑ Испани ҫӗршывӗн тӗпчевҫи Эктор Алос и Фонт та интереслӗ доклад тунине палӑртмалла. Вӑл Испанире те сахал йышлӑ халӑхсен чӗлхисем пурри пирки каласа пачӗ. Ҫавӑн пекех сессире чӑваш литератури епле аталаннине тишкерсе В.В. Никифорова аслӑ сотрудник «Хальхи чӑваш прозин аталанӑвӗ (2006-20010)» темӑпа тухса калаҫрӗ.
«Наука и общество» (чӑв. ~~Ӑслӑлӑх тата халӑх~~) пайра Н.И. Егоров пухӑннӑ халӑх умӗнче Рона Таш венгр тӗпчевҫи пирки каласа пачӗ, Г.А. Дегтярёвӑн доклачӗнчен турккӑсем чӑваш чӗлхипе литературине тата культурине епле тӗпчени пирки пӗлчӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Виталий Енӗш, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Исаева Людмила Сергеевна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Чӑваш АССРӗ вырӑнне Чӑваш Совет Социаллӑ Республики пулса тӑнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |