Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Хĕрлĕ Чутай районĕнче|Хӗрлӗ Чутай районӗнче__ тӳрех 3 социаллӑ объект тӑваҫҫӗ: район центрӗнчи шкул ҫумне хушма ҫурт, вӑй-хал культурипе спорт комплексӗ тата тӑлӑх ачасем валли 15 хваттерлӗ ҫурт. __Хĕрлĕ Чутайри|Хӗрлӗ Чутайри__ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӑн хушма ҫуртне «Ялӑн социаллӑ аталанӑвӗ» федераллӑ тӗллев программипе килӗшӳллӗн тӑваҫҫӗ. Халӗ кунта шалти ӗҫсем пыраҫҫӗ. Пӗрремӗш хутра ӗҫсем вӗҫленнӗ, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗшӗнче те тумалли нумаях юлман. Шыв тата ӑшӑ пӑрӑхӗсене хурса ҫитернӗ. Ҫавӑн пекех сакайӗнче ӑшӑ тытӑмне туса пӗтернӗ, вентиляции вырнаҫтарнӑ, пур ҫӗрте те пластик кантӑксем лартнӑ. Ҫурта 2012 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнче хута яма палӑртаҫҫӗ. Унӑн лаптӑкӗ 1 408,5 тӑваткал метр. Вӑл 240 ача вӗренмелӗх пулать.

Вӑй-хал культурипе спорт комплексне вара кӑҫал ҫӗртмере, __Республика кунĕ|Республика кунӗ__ тӗлне уҫасшӑн. Халӗ ҫуртӑн тимӗр кӳлепине пуҫтарса пӗтернӗпе пӗрех. Нарӑс уйӑхӗн варринче кирпӗч хурса пӗтересшӗн. Ҫавӑн пекех кӗске вӑхӑтрах ҫурта хупламалла тата ӑшӑ хатӗрӗсене вырнаҫтармалла. Комплексра спорт пӳлӗмӗ, бассейн, аэробика залӗ тата ытти ятарлӑ пӳлӗмсем пулӗҫ. Спорт ҫуртне республика тата федераллӑ хысни укҫи-тенкипе тӑваҫҫӗ.

__Хĕрлĕ Чутайĕнче|Хӗрлӗ Чутайӗнче__ ҫавӑн пекех тӑлӑх ачасем валли ҫурт тума пуҫланӑ. Вӑл 15 хваттерлӗ, 3 хутлӑ пулать. Паянхи кунта никӗсне хывнӑ тата стенасене хӑпартма пуҫланӑ. Ҫурта кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче хута ямалла.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче укҫа-тенке е тивӗҫсене пула хирӗҫӳ тухма пултарать. Анчах эсир компромисс тупма пултаратӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче тӑкакланас хӑрушлӑх ӳсет, ҫавӑнпа пысӑк япаласем туянма ан васкӑр.

Юпа, 19

1913
113
Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1914
112
Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Виталий Енӗш, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1947
79
Исаева Людмила Сергеевна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1978
48
Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1978
48
Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1982
44
Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
1990
36
Чӑваш АССРӗ вырӑнне Чӑваш Совет Социаллӑ Республики пулса тӑнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй