Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Паян, раштавӑн 24-мӗшӗнче Раҫҫейӗн чылай хулисенче иртнӗ суйлав пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшменсем митингсене пухӑнчӗҫ. Мускавра, сӑмахран, вӗсен йышӗ 29-120 пинпе танлашнӑччӗ. Ҫавӑн пекех пысӑк пухусем Питӗрте, __Самарта__, __Чулхулара__, Ҫӗнҫӗпӗрте, Владивостокра, Красноярскра тата ытти хуласенче иртрӗҫ. Вӗсем __Мускаври__ пек анлӑ иртмен пулин те халӑх вӗсенче те сахал пулман. Питӗр хулинчи митинга, тӗслӗхрен, 2-2,5 пин ҫын пухӑнни пирки сас-хура пур. Юнашар хуласене илес пулсан — Йошкар-Олара пурӗ те 10 ҫын кӑна тухнӑччӗ. __Ĕпхӳре|Ӗпхӳре__ — 35 ҫын...

__Шупашкарта__ та унашкал мероприяти иртрӗ. Тӗрӗсрех каласан, иккӗ танах — 12 сехетре коммунистсем Республика тӳремне пухӑнчӗҫ, 14 сехетре вара ыттисем — Чапаев скверӗнче. Чапаев скверӗнче халӑх йышлах марччӗ — 200 ҫын патнелле. ТКР, Панулми, РФКП, ЛДПР парти ҫыннисем курӑнатчӗҫ, ялавӗсем вӗлкешетчӗҫ.

Пуху вӑхӑтӗнче алӑ пустаратчӗҫ, Путина президента ямалла марри пирки сӑмахлатчӗҫ. Митинга вӗҫленӗ май 5 йӗркерен тӑракан резолюцие йышӑнчӗҫ: иртнӗ суйлав пӗтӗмлетӗвӗсене пӑрахӑҫламалла; суйлав саккуне улшӑнусем кӗртмелле; «пурне те хирӗҫ» йӗркене тата суйлава хутшӑнакансен йышӗн чиккине каялла тавӑрмалла; суйлав йӗркине пӑсакансене явап тыттармалла. Калаҫусем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ушкӑнпа Республика тӳремӗ таран утса тухрӗҫ.

Пӗтӗмӗшле илсен пӑтармахсем сиксе тухман, пӗтӗмпех йӗркеллӗ иртнӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн умра лидер пек пулма ҫул уҫӑлӗ — таврарисем те кун валли хатӗр. вӗсем эсир пуҫаруллӑ пуласса кӗтнине туятӑр. Кӑмӑл хаваслӑхне ҫухатмасан пулӑшу самаях пулӗ. Эрне варринелле вӑй кӗрӗ, ку ӗҫсене хӑвӑртлатма пулӑшӗ.

Нарӑс, 25

1913
113
Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1969
57
Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ.
1970
56
Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем