Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Раштавӑн 19-мӗшӗнче __К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче|К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче__ Чӑваш халӑх поэчӗ __Ухсай Яккăвĕ|Ухсай Яккӑвӗ__ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ савӑнӑҫлӑ каҫ иртрӗ. Телее, Ухсай Яккӑвӗн ячӗ пирӗншӗн ют мар. Шкул ачисен программинче те пур унӑн ӗҫӗсем, яш-кӗрӗм ҫепӗҫ лирикине килӗштерет, аслӑ ӑру валли — __чăвашлăхпа|чӑвашлӑхпа__, тӑванлӑхпа тулнӑ вун-вун сӑвӑ, поэма, роман. Драматургире, критикӑпа публицистикӑра нумай тӑрӑшнӑ. Ун ячӗ вилӗмсӗр __Константин Ивановпа__, __Çеçпĕл Мишшипе|Ҫеҫпӗл Мишшипе__, __Петĕр Хусанкайпа|Петӗр Хусанкайпа__, ыттипе юнашар. Эпир ӑна вулатпӑр, пӗлетпӗр, хисеплетпӗр, ҫапах та сӑмах ӑстин поэзи «тарӑнлӑхне» уҫса ҫитереймен-ха, ун пирки каламалли, ӑна тӗпчемелли пайтах.

Халӑх поэчӗ ячӗпе йӗркеленӗ каҫра та, ӑна ЧР культура министрӗ __Роза Лизакова__ ертсе пычӗ, ҫак шухӑша палӑртрӗҫ. Роза Михайловна хӑйӗн сӑмахӗнче Ухсай Яккӑвӗн ятне ҫӗклес, ҫитес ӑрусем валли упраса хӑварас тӗлӗшпе юбилей ҫулӗнче тунӑ ӗҫсем пирки чарӑнса тӑчӗ. Ку енӗпе ЧР Президенчӗн Хушӑвне пурнӑҫласа чылай мероприяти ирттернӗ: конференцисемпе куравсем, «ҫавра сӗтелсем», уҫӑ уроксем... Ҫак кунсенче вара поэтӑн произведенийӗсен пуххи — «Самана» ятпа — кун ҫути курнӑ. Ухсай Яккӑвӗн юбилейне унӑн тӑван кӗтесӗнче — __Пушкăртстанри|Пушкӑртстанри__ __Слакпуçĕнче|Слакпуҫӗнче__, чӑваш тӗпленсе пурӑнакан вун-вун хутлӑхра паллӑ тунӑ.

ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — ЧР Элтепӗрӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Александр Иванов Ухсай Яккӑвӗн произведенийӗсем хастар тата харсӑр чунлӑ пулма, тӗрӗс пурӑнма вӗрентнине, вӗсем философиллӗ, тарӑн шухӑшлӑ пулнине палӑртрӗ. «Поэт — литературӑн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ, вӑл яланах халӑхпа пӗрле пулнӑ. Ҫавӑнпа унӑн ячӗ халӑхра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ», — терӗ Александр Степанович.

Савӑнӑҫлӑ каҫа Пушкӑртстан делегацийӗ те хутшӑнчӗ. Делегаци ертӳҫи — ПР культура министрӗн ҫумӗ Ранис Алтынбаев Чӑваш халӑх поэчӗ __Ухсай Яккăвĕ|Ухсай Яккӑвӗ__ ниҫта та мар, Пушкӑртстанра ҫуралса ӳснишӗн хӗпӗртенине, унпа республика тивӗҫлипе мухтаннине пӗлтерчӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн умра лидер пек пулма ҫул уҫӑлӗ — таврарисем те кун валли хатӗр. вӗсем эсир пуҫаруллӑ пуласса кӗтнине туятӑр. Кӑмӑл хаваслӑхне ҫухатмасан пулӑшу самаях пулӗ. Эрне варринелле вӑй кӗрӗ, ку ӗҫсене хӑвӑртлатма пулӑшӗ.

Нарӑс, 25

1913
113
Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1969
57
Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ.
1970
56
Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть