Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Йӑнӑш кайнине асӑрханӑран (Татьяна пӗлтерчӗ) тӗнче тетелӗнче иртнӗ литература ӑмӑртӑвӗн пӗтӗмлетӗвне улшӑнусем кӗртме тиврӗ.

Галина Енейкина, __Елчĕк районĕнчи|Елчӗк районӗнчи__ __Патраккел__ шкулӗн чӑваш чӗлхипе литературине ачасене ӑса хывтаракан ӑнсӑртран 7-мӗш класс вӗренекенӗ пулса тӑнӑ иккен. Ку тӗрӗсмарлӑха тӳрлетнӗ хыҫҫӑн 6-7 классенчи сӑвӑҫсем хушшинче вырӑнсем ҫапла йӗркеленчӗҫ:

**• 1-мӗш вырӑн**: Анна Данилова ҫырнӑ «Ҫутӑ кӳлӗ» сӑвӑ. Елчӗк районӗ, __Елчĕкри|Елчӗкри__ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул (пӗлтӗр те вӑлах мала тухнӑччӗ).

**• 2-мӗш вырӑн**: Александра Афанасьева ҫырнӑ «Асамлӑ ҫӑлкуҫ» сӑвӑ. Вӑл вара __Элĕк районĕнчен|Элӗк районӗнчен__, __Вутлан__ шкулӗнчен.

**• 3-мӗш вырӑн**: Даша Ильина ҫырнӑ «Атӑлҫи Аттил авланнӑ...» сӑвӑ. Вӑл __Сĕнтĕрвăрри|Сӗнтӗрвӑрри__ шкулӗнчен.

Галина Леонидовна хайлавӗ вара, унта фантастика сӗмӗ сахал палӑрнӑран, вырӑнсӑр юлчӗ.

Маларах вырнаҫтарма вӑхӑт пулмарӗ — пӗтӗмлетӳ таблицине эсир __http://docme.ru/Rra|**КУНТА**__ (pdf) тупайратӑр.

Ытти ыйтусем ҫине хуравланӑ май ҫакна палӑртас килет: пирӗн ӑмӑрту тем тесен те фантастикӑпа фэнтези конкурсӗ. Вӗсем пулмасан эпир вырӑн паракан марччӗ. Кӑҫалхи ӑмӑртура вара ни фантастики, ни фэнтези ҫук пулин те хӑш-пӗр хайлавсем мала тухрӗҫ. Салтавӗ — хайлавсем сахал пулнӑран. Вырӑнсем ытларах памалли пирки те сӑмах пулчӗ — кашнине вырӑн парсан «ӑмӑрту» сӑмахран пирӗн мӗн юлӗ? Тивӗҫлисем пирӗн шутпа вырӑнсӑр юлман.

Малтанхи ҫулсенче эп __/lib|вулавӑшра__ кашни хайлава хак парса тухма тӑрӑшаттӑм. Кӑҫал вара, сервер пӑтӑрмахӗ ӑнсӑртран сиксе тухнӑран, унашкал тума май пулмарӗ. Анчах пурне те тивӗҫлипе хаклама тӑрӑшса.

Литература ӑмӑртӑвӗ чылай вӑхӑт илет пулин те ачасемпе вӗрентекенсемшӗн вӑл кирлех. Эпир ӑна, йӑлана кӗнӗскере, малашне те ирттерме шутлатпӑр. 2012 ҫулта сире фантастикӑлла ҫӗнӗ конкурс кӗтӗ — хутшӑнмасӑр ан юлӑр. Эсир хутшӑнни пире хавхалантарать — хайлавсене кӗнекен кӑларма хистет.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 02

1902
124
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫуралнӑ.
1918
108
Макаров Дмитрий Макарович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1961
65
Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ.
2000
26
Асламас Анисим Васильевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй