Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шахмат

КӐР
04

Герман Егоров ячӗпе
 хăна | 04.01.2009 22:48 |

Шупашкарти шахмат клубӗнче Герман Егоров ячӗллӗ турнирӑн пӗрремӗш финалӗ вӗҫленчӗ. Унта республикӑри чи вӑйлӑ ҫирӗм шахматист хутшӑнчӗҫ. Ҫак ӑмӑртӑва йӗркелекен Вӑрмар ентешлӗхӗн ертӳҫисем пысӑк тӗллевсемпе ӗҫлеҫҫӗ. Ентешлӗх ертӳҫи Леонид Григорьев шухӑшӗпе республикӑра шахмат вӑййине аталантармалла. Чӑвашсем вӑйпа кӑна мар,ӑспа та малта пулмалла.

Аслисем хушшинчи финал ҫивӗч кӗрешӳре иртрӗ. Пӗрремӗш вырӑна Владимир Иванов, иккӗмӗшне Андрей Сафронов,виҫҫӗмӗшне Игорь Арипов ҫӗнсе илчӗҫ. Пӗрремӗш вырӑна куҫса ҫӳрекен кубок тата 7 пин укҫа тивӗҫрӗ. Мӗнпурӗ 7 шахмат ӑсти сумлӑ призсем илчӗҫ.

Ачасемпе хӗрарӑмсен хушшинче финалти вӑйӑсем кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче иртмелле. Кунта пӗрремӗш вырӑна тухакан ачасем Раҫҫейри шахмат турнирӗсене хутшӑнма путевка ҫӗнсе илеҫҫӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Шупашкар, шахмат клубӗ

 

РАШ
28

Шахматистсем ӑмӑртаҫҫӗ
 хăна | 28.12.2008 22:18 |

Вӑрмарсен Шупашкарти ентешлӗхӗ Герман Егорова асӑнса шахмат турнирӗсем ирттерет. Герман Егоров 60-мӗш ҫулсенче палӑрнӑ. «Огонек» журнал ирттернӗ пӗтӗм союзри шахмат турнирӗнче ҫӗнтернӗ. Михаил Ботвинник тӗнче чемпионӗ Герман Егоровича хӑй алӑ пуснӑ парнесемпе чысланӑ. Шупашкарти шахмат клубӗнче вырсарникун суйласа илмелли ӑмӑртусем вӗҫленчӗҫ. Арҫынсем хушшинчи тӗп финал ҫитес ҫулхи раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче иртет. Хӗрарӑмсемпе ачасен тӗп финалӗсем раштавӑн 10-мӗшӗнче иртмелле. Ҫак ӑмӑрту шахмат вӑййине кӑмӑллакансене пурне те пӑлхантарать. Ма тесен Вӑрмар ентешлӗхӗ парнесен фондне 60 пин ытла тенкӗ укҫа хывать. Сӑмах май эрне каялла вӗҫленнӗ республика чемпионачӗн парне фончӗ пӗр пин тенкӗрен ытларах ҫеҫ пулчӗ.

 

В. Нягин, Вӑрмар ентешлӗхӗн вице-президенчӗ

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 27

1911
113
Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ.
1918
106
РСФСРти Наркомнац ҫумӗнче чӑваш уйрӑмӗ йӗркеленнӗ.
1950
74
Кубашина Лидия Михайловна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1978
46
Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та