Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Хыпарсем: сунар

Ҫутҫанталӑк

Чӑваш Енре виҫӗ сунарҫӑ вӑрманта хир сыснипе унӑн ҫурисене пенӗ. Вӗсем куншӑн йӗплӗ пралук леш енче 2 ҫул таран ларма пултарӗҫ.

ЧР ШӖМӗн официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 5-мӗшӗнче полицирен Муркаш районӗн ҫыннисем пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем палламан сунарҫӑсене курнине пӗлтернӗ. Вӗсемех хир сыснипе ҫурисене пенӗ.

Официаллӑ информаци тӑрӑх, полицейскисем айӑплӑ тесе шухӑшлакан пӗр ҫынна Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Шатракасси ялӗ ҫывӑхӗнче тытса чарнӑ. 21 ҫулти арҫын ҫумӗнче хир сыснин тушкине тупнӑ.

Тепӗртакран унпа пӗр шухӑшлисене тупса палӑртнӑ. Вӗсем — Шупашкар тата Вӑрнар районӗсенчен. Халӗ вӗсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chv.aif.ru/incidents/1407040
 

Республикӑра

Шупашкар районӗнчи Иккасси ялӗнче урнӑ тилӗ йытта тапӑнни пирки пӗлтернӗччӗ. Иккассинче урнӑ чир сарӑлас хӑрушлӑр пуртан ЧР Патшалӑх сунарпа пулӑ служби тилӗсен йышне нормӑна кӗртме йышӑннӑ.

Ведомство ертӳҫи Владимир Кузюков пӗлтернӗ тӑрӑх, урнӑ чир «кӑвайтне» тупнӑран ҫакнашкал йышӑну тунӑ. Авӑнӑн 15-мӗшӗнчен тилӗсене тытма юрать. Ку йышӑну ҫитес ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗччен вӑйра пулӗ.

Палӑртмалла: халӗ тилӗ тытакан сахал, мӗншӗн тесен унӑн тирӗ питех кирлӗ мар-мӗн. Тилле тытма йывӑр. Ӑна тытакан специалист та сахал-мӗн.

 

Хулара Сунартан килекен тилӗ
Сунартан килекен тилӗ

«Про Город» хаҫат редакцине хула ҫыннисем тилӗ курнине пӗрре мар пӗлтернӗ. Хальхинче Николай Смирнов сунартан таврӑнакан тилле курнӑ.

Хальхинче те унчченхи тилӗ пулнӑ-ши? Паллӑ мар. Николай ӑна авӑнӑн 11-мӗшӗнче каҫхи 11 сехетре Крылов академик урамӗнче курнӑ.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, фара ҫутинче тилле курсан машинӑран тухнӑ. Тилӗ урампа пынӑ, ҫӑварӗнче — кушак. Кушак ун чухне вилмен-ха. Сунартан таврӑнакан тилӗ кӳлмек хӗрринчи йывӑҫсем хушшине кӗрсе тарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/452
 

Пӑтӑрмахсем Сунар йӗркине пӑснӑ арҫыннӑн хир сысни какайӗсӗр ҫулталӑк пурӑнма тивӗ
Сунар йӗркине пӑснӑ арҫыннӑн хир сысни какайӗсӗр ҫулталӑк пурӑнма тивӗ

Шупашкар ҫывӑхӗнчи вӑрманта пӗр этем хӳшӗ евӗр япала ӑсталаса лартнине пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче сунар хуралӗн ӗҫченӗсем асӑрханӑ. Арҫын хайхисене хир сынисене ӳкерме ӑсталарӑм тесе ӗнентерме пӑхнӑ. Анчах надзор органӗн ӗҫченӗсем арҫын юптарӑвне ӗненмен. Тата лешӗн аллинче фотоаппарт мар, хӗҫ-пӑшал пулнӑ.

Сӑн ӳкеренҫи этем тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ та суда ярса панӑ. Ҫак кунсенче тӳре йышӑну кӑларнӑ. Сунара ҫӳреме юраман вӑхӑтра хӗҫпӑшалланнӑ арҫынна алла пӑшал тытма ҫулталӑклӑха чарнӑ тата 3 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Кашни ведомство хӑйӗн ӗҫне пурнӑҫласа пырать те республикӑн сунарпа пулӑҫсен ӗҫ-хӗлне сӑнаса-йӗркелесе тӑракан патшалӑх служби чӗрчунсен тӗнчине те пӑхса тӑрать. Халӗ унӑн ӗҫченӗсем Чӑваш Енре тилӗ нумайланса кайнине асӑрханӑ.

Тем те шухӑшласа кӑлараҫҫӗ пуль тесе тӗлӗнме кирлӗ мар — кашни хӑй ӗҫне пурнӑҫлать-ҫке. Хайхи служба 1 000 гектар сунарҫӑ лаптӑкӗ пуҫне миҫе тилӗ тивнине шутланӑ та йыш пысӑккине асӑрханӑ. Ведомствӑн сайтӗнчи кӗске информацире тӗплӗнех каламан та, анчах те шӑп та лӑп Ҫӗрпӳ районӗнче кӑна ҫав чӗрчунсем капашсӑр йышланса кайнӑран, те хальлӗхе ҫав района суйласа илнӗ, анчах кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗччен унта тилле кирек епле майпа та тытма чармаҫҫӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

ЧР патшалӑх сунар тӗрӗслевӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шӑмӑршӑ районӗнче кашкӑрсемпе тилӗсен шутне йӗркене кӗртме палӑртнӑ. Ҫакӑн сӑлтавӗ урнӑ чир сарӑлас хӑрушлӑхпа та ҫыхӑннӑ. Чӗрчунсем район ҫыннисен сывлӑхне сиен кӳме пултараҫҫӗ.

Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ирӗк панӑ мӗн пур мелпе сунара тухма юрать. Районти кирек мӗнле вырӑрта та чӗрчунсене пеме ирӗк пур, анчах федераци пӗлтерӗшлӗ сыхлакан территори ҫак йыша кӗмест. ЧР патшалӑх сунар тӗрӗслевӗ аса илтерт: чӗрчун йышне шута илмешкӗн сунара кайиччен ирӗк илмелле.

 

Ҫурлан 17-мӗшӗнче республикӑра шывра ишекен кайӑксене тытассипе сунар вӑхӑчӗ пуҫланнӑ.

Ҫакна пула Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк министерствӑн КУ «Шӑмӑршӑ вӑрман пайне тытакан хуҫалӑх» Шӑмӑршӑ районӗнчи Патӑрьелӗн РОВОД элчисемпе тата сунар ӗҫне тытса пыракансемпе пӗрлӗ патшалӑх вӑрман фондчӗн лаптӑкӗнче вырнаҫнӑ сунар хуҫалӑхӗсем тӑрӑх рейд ирттернӗ, сунар ӗҫне пурнӑҫлассипе йӗркесене тытса пынине тӗрӗсленӗ.

Рейда Палтиел лаптӑк вӑрман хуҫалӑхӗнче ирттернӗ. Тӗрӗслевре вара саккун пӑсакан пулӑмсене асӑрхаман.

 

Ҫак уйӑхра Чӑваш Енри сунар лаптӑкӗсене Челепирен килнӗ ӑстасем пӑхса ҫӳреме тытӑннӑ. Ҫук-ха, пӑшал ҫакса ҫӳреме вырӑн шырамаҫҫӗ-ха вӗсем. Тепӗр тесен, шыраҫҫӗ-ха. Анчах хӑйсем валли мар.

Урал тӑрӑхӗнчен килсе ҫитнӗ специалистсем сунар ӗҫӗн территорири йӗркелӗвне хатӗрлес тӗллевпе килсе ҫитнӗ brrty. Вӑл организаци «Чӑваш Енре сунар лаптӑкӗсене вырнаҫтарассин, усӑ курассин тата сыхлассин схемине йӗркелесси» проекта пурнӑҫлама ирттернӗ конкурсра ҫӗнтернӗ пулнӑ. Халӗ вӑл ӗҫе тытӑннӑ ӗнтӗ. Ҫакӑ сунар хуҫалӑхӗпе пӗлсе усӑ курма май парасса шанаҫҫӗ-мӗн. Малтанхи пӗтӗмлетӗве юпа уйӑхӗнче тума палӑртаҫҫӗ. Мӗнпур ӗҫе вара раштав уйӑхӗнче вӗҫлемелле. Кун пек ӗҫе шӑп та лӑп ҫур ӗмӗр каялла пурнӑҫланӑ пулнӑ иккен.

 

Кашни ҫын уйрӑм енпе кӑсӑкланать. Такам пулӑ тытса лӑпкӑллӑх туять, теприсем лӗпеш тытас тесе улӑхсем тӑрӑх кускалаҫҫӗ, виҫҫемӗшсене вара сунар илӗртет. Анчах кашни япалан хӑйӗн виҫи пулмалла. Тем тесен те саккун — ҫын пайтишӗсенчен ҫӳллӗрех, ҫавӑнпа та ҫынсен ҫирӗплетнӗ йӗркесене пӑхӑнмалла.

РИА хыпар агенстви пӗлтернӗ тӑрӑх Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗ ҫак кунсенче сунар йӗркине пӑснишӗн штрафсене ӳстерекен саккуна аллӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

Малашне вара, тӗслехрен сунар ӗҫӗ-хӗлнӗ ятарлӑ ҫирӗплетне вӑхӑтра мар пурнӑҫлакансене пӗр е икӗ ҫулчченех сунара тухма ирекне туртса илӗҫ. Пӗлтерӗшлӗ вырӑнсенче ӗҫлекенсенчен 50 пин текеллӗ штраф «шӑйӑрса» илӗҫ тата сунар хатӗрне те туртса илме пултарӗҫ.

Сунарҫӑ билетне, сунар пурлӑхне тупма панӑ ятарлӑ ирӗке, сунарҫӑ пӑшалне упрама тата усӑ курма паракан ирӗке е путевкӑна кӑтартма килешменнисене ҫӗнӗ йӗркепе сунартан 1-2 ҫулччен хӑтарма пултарӗҫ.

Сунар ресурсне кӗрекен пуклак чӗрнелле чӗрчунсене тата упасене ятарлӑ ирӗксӗр тытакансене вара 3 ҫуллӑха сунар ӗҫӗ-хӗлнӗ ирттерме ирӗке туртса илӗҫ.

 

Чӑвашра виҫӗ ҫул хушши пурӑшпа карӑка тытма чарнӑ — республика правительстви ҫапла йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех сӑвӑрсем ҫине сунара тухма ирӗк паракан хута сахалрах пама пуҫлӗҫ.

Ку пӗтӗм улшӑну асӑннӑ кайӑксен йышӗ Чӑвашра ӳсменнипе ҫыхӑннӑ, карӑкпа пурӑш ҫухалма пултарас хӑрушлӑх пур иккен. Чи ҫӗнӗ тӗпчевсем палӑртнӑ тӑрӑх республикӑра хальхи вӑхӑтра 760 карӑк, 370 пурӑш пурӑнать. Сӑвӑрсен йышӗ 750 патнелле.

Чару тапхӑрӗ 2016 ҫулхи акан 20-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i831.html
 

Страницӑсем: 1, 2, [3]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй