Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ

КӐР
26

Тани Юн вӗреннӗ шкулта Кино ҫулталӑкне уҫрӗҫ
 Галина Зотова | 26.01.2016 12:08 |

Ӳнер

Чӑваш халӑхӗн чи малтанхи киноактриси Етӗрне районӗнчи Чурпай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Пӗрҫырлан шкулӗнче вӗреннӗ Тани Юн — Татьяна Степановна Кошкинская. Шӑпах ҫавӑнпа Пӗрҫырланти шкулта Раҫҫейри Кино ҫулталӑкне тата Чӑваш Республикинчи Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкне халалласа уяв ирттерчӗҫ.

Район Кино ҫулталӑкне халалласа «Цветик–семицветик» ятлӑ программа хатӗрленӗ, унта «Путешествие в кино» (чӑв. Кинона ҫулҫӳреве) конкурс пур. Шкулти пуҫламӑш класс вӗрентекенӗ, шкулти аслӑ вожатӑй Ирина Вячеславовна Григорьева шкул пурнӑҫне халалласа видео хатӗрленӗ. Пухӑннисем малтанах унпа паллашрӗҫ. Пӗрремӗш класс ачисем Джанни Родари ҫырнӑ «Чем пахнут ремёсла» сӑвӑсем шӑрантарчӗҫ, 3-мӗш класс вӗренекенӗ Ираида Ворноцова «Рабочие руки» сӑвӑ каларӗ, «Дружба» (чӑв. Туслӑх) ача пахчинчи шӑпӑрлансем те уявра хастар пулчӗҫ.

Уява хатӗрленсе шкул ачисен ӳкерчӗкӗсен тата кӗнекесен куравне йӗркеленӗ. Унта 3-мӗш класра вӗренекен Анна Синичкина республикӑри «ЮНИТЭКС» ирттернӗ «Новогодние каникулы–2016» фотоконкурса тӑратнӑ ӗҫсемпе паллашма май пулчӗ.

Малалла...

 

Республикӑра

Кӑҫал Раҫҫейре — Кино ҫулталӑкӗ, пирӗн республикӑра — Ӗҫ ҫынни ҫулӗ. Красноармейски районӗнче те 2016 ҫула мӗне халалланине палӑртнӑ.

Трак енсем кӑҫалхи ҫулталӑка Элли Юрьев ячӗпе ирттерӗҫ. ЧР халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑранпа пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 80 ҫул ҫитет.

Элли Юрьев — республикӑн патшалӑх гербӗпе ялавӗн авторӗ. Вӑл Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнче кун ҫути курнӑ. Паллӑ ентешне сума суса кӑҫал унта чылай мероприяти, акци ирттерме палӑртнӑ.

Музейра ҫулталӑкӗпех тӗлпулусем иртӗҫ, куравсем йӗркелӗҫ, унта шкул ачисене илсе ҫӳрӗҫ.

 

Республикӑра

ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи хушӑвне, 2016 ҫулта республикӑра Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ пулнине пӗлтерни, пурнӑҫа кӗртнӗ май ЧР Ӗҫ тата социаллӑ хӳтӗлев министерстви «Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗн» чи лайӑх эмблеми (логотипӗ) конкурс ирттерессине хыпарланӑ.

Конкурс кӑрлач уйӑхӗн 18–25-мӗшӗсенче иртӗ. Унта эмблема макечӗсене, компьютер дизайнӗпе хатӗрленӗскерсене, йышӑнаҫҫӗ. Эмблемӑпа Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗнче усӑ курӗҫ.

Ӗҫсене кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗччен ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар хули, Гагарин урамӗ, 22-мӗш «а» ҫурт, 403-мӗш пӳлӗм. Тунтикун-эрнекун ирхи 9 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен йышӑнаҫҫӗ.

 

Республикӑра

Паян Чӑваш Республикин Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев канашлу ирттернӗ. Хальхинче унта питӗ пӗлтерӗшлӗ документа алӑ пуснӑ.

Михаил Игнатьев Чӑваш Енре 2016 ҫула Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халаллас ыйтӑва ырласа хушӑва алӑ пуснӑ. Михаил Игнатьев палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем Ӗҫ ҫыннине ҫулталӑкне халаллас ыйту тавра предприятисемпе организацисен ертӳҫисемпе, бизнес-сообщество элчисемпе, студентсемпе, вӗренекенсемпе, общество пӗрлешӗвӗсемпе сӳтсе явнӑ.

Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ Чӑваш Ене хальхи экономика лару-тӑрӑвӗнче ҫирӗппӗн аталанма май парӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ӗҫе тата ӗҫ ҫыннине хисеплеме вӗрентӗ.

Аса илтерер: 2016 ҫула Раҫҫейре Раҫҫей киновӗн ҫулталӑкне халаллӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/79104
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи