Нарӑсӑн 6-мӗшӗнче ир-ирех М-12 ҫул ҫинче, Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче, йӗрке хуралҫисем «Шевроле» машинӑна чарнӑ. Руль умӗнче Мускав облаҫӗнчи 40-ри арҫын ларнӑ. Багажникре 6 килограмм синтетика наркотикӗ тупнӑ. Ҫакӑ паллӑ: унччен водителе ҫакнашкал преступленишӗн айӑпланӑ.
Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче ҫав ҫул ҫинчех, Комсомольски округӗнче, «Тойотӑна» чарнӑ. Унпа Пермь крайӗнчи 39 ҫулти арҫын пынӑ. Курьерӑн машининче 17 килограмм гашиш тата 9 килограма яхӑн кокаин пулнӑ.
Наркокурьесене арестленӗ.
Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнчи Егоркино ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Илья Сафонов Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче иртнӗ «Сырӑш» конкурсра ҫӗнтернӗ. Экологи конкурсне йывӑҫпа ӗҫлекен 1500 ытла ӑста хутшӑннӑ. Ӑна «Экологи» наци проекчӗн «Таса ҫӗршыв» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн ирттернӗ.
Финала 10-шӗ кӑна тухнӑ. Вӗсен йышӗнче - Илья Сафонов та. Вӑл - ЧР Культура министерствин специалисчӗ.
Илья юманран пӗр пӑтапа та усӑ курмасӑр сырӑш ӑсталанӑ. Ун ҫине вӑл «Пашалӑх сыхлать» тесе ҫырнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Тӑвай муниципаллӑ округӗнчи Тӗмер ялӗнче пӗр кил хуҫалӑхӗнче пушар пулнӑ. 51 ҫулти арҫын хуҫалӑхӗнче хуралтӑ таврашӗ ҫуннӑ.
Пушар кирпӗчрен купаланӑ вите урайне сиенлетнӗ. Инкекре чӑхсем ҫунса вилнӗ. Кил хуҫи 30 чӑхсӑр тӑрса юлнӑ.
Ҫав кунах Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнчи Ҫӗмӗрле ялӗнчи шкулта пушар пулнӑ. Унта хуралҫӑ пӳлӗмӗнчи матрас ҫуннӑ. Никам та шар курман.
Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан Марина Сайбель «Амӑшӗ героиня» ята тивӗҫнӗ. Мӑшӑрӗпе Андрейпа вӗсем 11 ачана воспитани параҫҫӗ: 9 хӗр те 2 ывӑл.
Марина халӗ тивӗҫлӗ канура, Андрей автошкулта вӗрентет. Ҫемье питӗ хастар, тӗрлӗ мероприятие хутшӑнать. Вӗсем кӗнеке вулама юратаҫҫӗ, каҫсерен пӗрле сасӑпа та вулакалаҫҫӗ.
Аслӑ ачисем пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупнӑ. Кӗҫӗннисем вӗренеҫҫӗ, университет пурнӑҫне хастар хутшӑнаҫҫӗ.
Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхне суйланӑ. Ку тивӗҫе Дмитрий Головина шаннӑ. Унччен вӑл пуҫлӑх тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑ.
Конкурса 4 ҫын хутшӑннӑ. Комисси вӗсенчен иккӗшне ырланӑ. Ҫав икӗ ҫынран суйланӑ та. Дмиирий Головин ҫӗнтернӗ.
Дмитрий Иванович 1974 ҫулта Ҫӗмӗрлере ҫуралнӑ. Ку должноҫе йышӑниччен вӑл Ҫӗмӗрле район администрацийӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ.
Аса илтерер: юпа уйӑхӗнче 65 ҫул тултарнӑ Лев Рафинов хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен кайнӑ. Пӗлтӗр ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ӗнер 10 сехет иртсен Ҫӗмӗрлепе Пӑрачкав хушшинче, Вырӑс Улхаш ялӗ ҫывӑхӗнче, икӗ машина ҫапӑнсан икӗ ҫын вилнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Пӑрачкаври 50 ҫулти арҫын ВАЗ-2110 машинӑпа хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса «Нивӑпа» ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл машина водителӗ тата «Нивӑри» пассажир ҫавӑнтах вилнӗ. «Нивӑн» 39 ҫулти водительне пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӑл йывӑр аманнӑ.
Ӗнер каҫхине 6 сехетре Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнче «Шупашкар – Сӑрҫи» ҫул ҫинче, Турхан ялӗ ҫывӑхӗнче, «Лада Ларгус» ҫынна таптаса кайнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 30 ҫулти водитель ҫулпа утакан ҫын ҫине пырса кӗнӗ. Лешӗ тӗттӗм тум тӑхӑннӑ пулнӑ. Арҫын ҫавӑнтах вилнӗ.
Ҫакӑ паллӑ: водитель урӑ пулнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шӑматкун, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Кашмашри культура ҫуртӗнче «Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма» республика конкурсӗн финалӗ иртнӗ.
Ун пек конкурс кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут иртет.
Финала 8 муниципаллӑ округри хӗрарӑмсем тухнӑ. Вӗсем — Ҫӗрпӳ, Канаш, Шупашкар, Муркаш, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Йӗпреҫ тӑрӑхӗсенчен.
Конкурса хутшӑннисем хӑйсен пултарулӑхне тӗрлӗ енӗпе кӑтартнӑ. Муркаш тӑрӑхӗнчи Галина Голубева (вӑл Москакассинчи культура ҫурчӗн заведующийӗ) чӑваш апатне хатӗрлемелли конкурсра хуран кукли тата ҫӳхӳ пӗҫернӗ.
Конкурса хутшӑннӑ кашни хӗрарӑмах тӗрлӗ номинацире чысланӑ.
Юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Ҫӗрпӳре кӗмӗл волонтёрсен «Кӗмӗл Чун» республикӑри иккӗмӗш форумӗ иртнӗ.
Унта «2023 ҫулхи чи лайӑх кӗмӗл волонтёр» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Маттуррисене 4 номинаципе палӑртнӑ.
«Эко-волонтер» номинацире Красноармейски муниципаллӑ округӗнчи Валерий Геннадьевичпа Светлана Матвеевна Мефодьевсене чысланӑ, «Социаллӑ экспресс» номинацире — Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнчи Галина Милинӑна; «Ҫӗнтерӳ волонтёрӗ» номинацире — Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗнчи Валентина Михайловӑна; «Волонтёр-наставник» номинацире — Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗнчи Константин Емельянова.
Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Лев Рафинов ӗҫрен каясси пирки телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ. Ку информаци ӗнер, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 15 сехет иртсен тухнӑ.
Лев Рафинов пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе маларах кайма, ҫамрӑкраххи ҫул уҫма йышӑннӑ.
Вӑл ҫак районтах ҫуралса ӳснӗ. Ӗҫ карьерине кӗҫӗн классен учителӗнчен пуҫланӑ. Кайран салтакра пулнӑ, «Комбинат» совхоз профкомне ертсе пынӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче Ҫӗмӗрле районӗн администрацийӗн ӗҫсен управляющийӗ пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.06.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чернышова Юлия Тимофеевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воронова Зинаида Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, паллӑ алӗҫ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |