Тӗп хуламӑрти Трактор тӑвакансен керменӗнче Ҫӗнӗ ҫула халалланӑ чаплӑ уяв концерчӗ курма тӱр килчӗ. Чӑн та, халӑха савӑнтарас, кӑмӑлне юрас тесе тӑрӑшни куҫкӗретех. Республикӑра ҫеҫ мар, Раҫҫейре те, тӗнче шайӗнче те чӑваш халӑхӗн ятне ҫӱле ҫӗклекен, тӑван халӑхӑн юрри-кӗввине, ташшине ытти халӑхсем хушшинче анлӑ саракан Христофоровсем (ашшӗпе ывӑлӗ Иванпа Иван тата вӗсен ҫывӑх тӑванӗ Вячеслав), Виталий Адюков пултарулӑхне куракансем савӑнса, тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илчӗҫ. Стас Владимиров хӑйӗн илӗртӱллӗ сассипе чӗресене хускатса хумхантарчӗ. Ҫамрӑк юрӑҫсем те сцена ҫинче хӑйсене шыври пулӑ пекех туйни курӑнчӗ: мӗне тӑрать Александр Думилин (ят-шывне тӗрӗсех ҫыртӑм-ши?) яш каччӑ юрлани. Шӑпах ҫавӑн пек артистсем ӗнтӗ чӑваш эстрадине малалла аталантараканнисем! Мӑшӑр Никитинсем те, вӗсем йӗркелесе ертсе пыракан «Янташ» ушкӑн та… Уяв программи питӗ анлӑ пулнӑран ятран пурне те аса илсе каласа хӑварма та ҫук (ан ҫиленӗр ӗнтӗ!).
Ҫапах та, шухӑша ямалли те тупӑнчӗ ҫак концертра. Пӗр ятлӑ-сумлӑ юрӑҫ ҫӗнӗ юрӑпа паллаштарчӗ.
«Подмосковные вечера» юрра пирӗн ҫӗршывӑн визит картти тесе хаклаҫҫӗ. Пуҫласа ӑна 1957 ҫулта Ҫамрӑксемпе студентсен VI пӗтӗм тӗнчери фестивалӗнче шӑрантарнӑ. «Вечерняя Москва» хаҫат нумаях пулмасть ҫав юрра 34 чӗлхе ҫине куҫарнисене пухса кӗнеке кӑларнӑ. Ӑна редакци нумаях пулмасть Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчине Леонид Волкова парнеленӗ.
Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗнче кӗнекене лайӑх тишкернӗ те, паллӑ юррӑн чӑвашла варианчӗ ҫуккишӗн пӑшӑрханса ӳкнӗ. Халиччен, тен, такам куҫарнӑ та пуль тесе ӑна шырама тытӑннӑ. Анчах усси пулман — тупӑнман. Вара Леонид Волков Юрий Сементер поэта чӑвашла куҫарма ыйтнӑ. Лешӗ хирӗҫлемен.
Чӑвашла куҫарнӑ юрра Леонид Волков нумаях пулмасть «Вечерняя Москва» хаҫатӑн тӗп редакторне Александр Куприянова парнеленӗ. Лешӗ ӑна хӑйӗн пӳлӗмӗнче рамкӑра ҫакса хума пулнӑ. «Подмосковные вечера» юрӑ пуххине тепре кӑларнӑ чух чӑвашла куҫарнине те кӗртме шантарнӑ.
Чӑвашла куҫарнӑ варианта Мускаври чӑвашсем нарӑсӑн 14-мӗшӗнче, Мускаври национальноҫсен ҫуртӗнче Константин Иванова халалласа ирттерме палӑртнӑ уяв каҫӗнче янӑратӗҫ.
Чӑваш Енри музыка ушкӑнӗсем ача-пӑча пултарулӑхӗпе ӳнерӗн Пӗтӗм тӗнчери «Чунга-чанга» фестивальне хутшӑннӑ. Вӗсене унта Юрий Энтин поэт чӗннӗ.
Фестивале Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи, Европӑри ачасем хутшӑннӑ. Вӗсем пурте Юрий Энтин поэтӑн сӑввисем тӑрӑх хывнӑ юрӑсене шӑрантарнӑ. Юрий Энтин Евгений Крылатов тата Алексей Рыбников паллӑ композиторсемпе пӗрле кино тата мультфильм валли 100 ытла юрӑ хатӗрленӗ. Поэт — конкурсӑн тӗп йӗркелӳҫи.
«Чунга-чанга» 1997 ҫултанпа иртет. Вӑл ачасене юрӑпа кӑсӑкланма хӑнӑхтарать. Юрий Энтин нумаях пулмасть Чӑвашра пулнӑ. Ӑна республикӑри наци культури питӗ килӗшнӗ. Ҫавӑнпа вӑл чӑваш мифологийӗпе опера ҫырма та шухӑшланӑ. Ҫакӑ палӑрнӑ: чӑваш мифологийӗнчи Юрӑ ятлӑ Турӑ — юрӑ Турри.
Юрий Энтина Чӑваш Енри пултарулӑх ушкӑнӗсем питӗ килӗшнӗ. Фестивальре пирӗн ҫамрӑк артистсем Юрий Энтинӑн сӑввисем тӑрӑх хывнӑ юрӑсене ҫеҫ шӑрантарман. Вӗсене чӑвашла юрлама та ыйтнӑ. Гала-концертра икӗ чӑваш юрри янӑранӑ.
Чӑваш ачисем ку фестивале пиллӗкмӗш хут хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал вӗсем жюри асӗнче юлнӑ. Юрий Энтин вӗсене ҫитес ҫулхи фестивале те йыхравланӑ.
Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкулта чӑваш халӑхӗн юррисене халалланӑ урок ирттернӗ. Унта 8-мӗш классем хутшӑннӑ.
Ачасем чӑваш халӑх юрри аслисене хисеплеме вӗрентнине пӗлнӗ. Ӗлӗк чӑвашсемшӗн юрӑ сывлӑх, савӑнӑҫ, юрату ҫӑлкуҫӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа вӗсем халӑх юррисене хисепленӗ.
Шкул ачисем урокра кӑсӑклансах итленӗ. Вӗсем «Ҫӗмӗрт ҫеҫки ҫурӑлсан», «Вӗҫ, вӗҫ, куккук», «Пиҫ, палан», «Ан авӑн, шӗшкӗ» юрӑсене итленӗ, хӑйсем те юрланӑ. Вӗсем урокра ташланӑ та.
Ачасене чӑваш халӑх юррисене халалланӑ урок питӗ килӗшнӗ. Вӗсем халӑх юррисене ытларах хисеплеме, юратма тытӑннӑ.
Чӑваш кӑйкӑрӗн, мухтавлӑ Андриян Николаев космонавтӑн, юратнӑ юррине Ходяшевсем ячӗллӗ Шупашкарти ача-пӑча музыка шкулӗнче вӗренекенсемпе вӗрентекенсем тӗнче уҫлӑхне хӑпарнӑ пӗрремӗш чӑваша халалласа лартнӑ палӑк умне тӑрса юрланӑ. Ку вӑл музыка литературин вырӑна тухса ирттернӗ урокӗ пулнӑ.
Ольга Коноплева тата Тамара Матросова педагогсем хӑйсен вӗренекенӗсемпе палӑк патне ҫитнӗ. унта вӗсем ачасене Андриян Николаев ҫинчен каласа кӑтартнӑ, Унтан вӗсем пурте пӗрле пулса Андриян Григорьевичӑн юратнӑ «Вӗҫ, вӗҫ, куккук» чӑваш халӑх юррине шӑрантарнӑ.
Сӑнсем (4)
Шупашкар хула администрацийӗ пултаруллӑ ҫынсене хавхалантарас тӗллевпе чылай конкурс йӗркелет. Хальхинче мусӑкҫӑсем валли иртӗ. Вӑл «Эпӗ Шупашкара юрӑпа мӑнаҫлантаратӑп» ятлӑ.
Шупашкар пирки хывнӑ юрӑпа профессионалсем те, ахаль ҫынсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Кирек мӗнле жанрпа та усӑ курма юрать. Конкурса хутшӑнакансен ҫурлан 4-мӗшӗччен заявка ҫырмалла. Юрӑ сӑмахӗсем, фонограмма (пур пулсан) кирлӗ пулӗ.
Кун хыҫҫӑн суйлав тапхӑрӗ пуҫланать. Жюри чи лайӑххисене ҫак номинацисемпе уйӑрӗ: чи лайӑх юрӑҫ, чи лайӑх текстлӑ юрӑ, чи лайӑх кӗвӗллӗ юрӑ. Тӗп номинаци — Шупашкар пирки хывнӑ чи лайӑх юрӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсем Шупашкар хула кунӗнче «Пултарулӑх бульварӗнче» хӑйсен юррисене шӑрантарма пултарӗҫ.
Кирек мӗнле инструментпа усӑ курма, ташӑҫӑсемпе, мусӑкҫӑсемпе, хорсемпе юрлама юрать. Конкурса хутшӑнакансене пурне те диплом парӗҫ. Кашнинех хула пирки хывнӑ юрӑсен пуххине кӗме май пулӗ.
Заявкӑна тӗрлӗ мелпе яма пулать: электрон почтӑпа (pesnya-che-2014@mail.ru), ҫырупа (Шупашкар хули, Карл Маркс урамӗ, 36-мӗш ҫурт, 409-мӗш пӳлӗм). Е ӗҫсене ҫак адреспа илсе килмелле: Шупашкар хули, Карл Маркс урамӗ, 36-мӗш ҫурт, культура управленийӗ, 409-мӗш пӳлӗм.
Опера арийӗсем, Бродвей тата Голливуд кӗввисем, халӑх юррисем… Пӗр каҫлӑха Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ юрӑ-кӗвӗ тӗнчине путрӗ. Кунта виҫӗ тенор гала-концерчӗ иртрӗ. Сцена ҫинче Давид Гвинианидзе, Георг Эннарис тата Алехандро Олмедо юрларӗҫ. Вӗсем Шупашкара пӗрремӗш хут килнӗ. Пурне те килӗшекен опера арийӗсене, неополитансен юррисене, Бродвейпа Голливуд кӗввисемпе Латинла Америка юррисене, тӗрлӗ халӑхсен кӗввисене шӑрантарчӗҫ. Ҫак концертӑн премьери Мускавра, Пӗтӗм тӗнчери музыка ҫуртӗнче пулнӑ, ун хыҫҫӑн Европа тата Америка ҫӗршывӗсенче хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Давид Гвинианидзе «Тӗнче ӑстисем» (выр. «Таланты мира») фондӑн президенчӗ, маларах вӑл Мускаври Ҫӗнӗ Опера театрӗнче тата «Геликон-Опера» солисчӗ пулнӑ. Ҫак фонда вӑл 9 ҫул каялла пуҫарнӑ, халӗ организаци пӗтӗм тӗнчери чи пултаруллӑ 200 ытла вокалистпа музыканта пӗрлештерсе тӑрать. Алехандро Олмедо Плосидо Доминго паллӑ тенор патӗнче юрлама вӗреннӗ. Нью-Йоркри «Метрополитен-оперӑн» ертсе пыракан юрӑҫи пулнӑ.
Чӑваш этеплӗхне аталантаракансем эсир – ПУТЕНЕСЕМ!
Чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Ульяновскри филармонире облаҫри чӑваш ачисен пӗрремӗш юрӑ фестивалӗ – “Путене” иртрӗ. Ӑна йӗркелекенсем – УОЧНКА тата облаҫри вӗрентӳ департаменчӗ. Уява И.Я. Яковлев 160 ҫул тултарнине халалланӑ. Унта тӗрлӗ районсенчен пурӗ 195 ача хутшӑнчӗ.
Пӗчӗк артистсене саламлама кӗпeрнаттӑра пулӑшаканӗ Т.В. Сергеева, вӗрентӳ департаменчӗн представителӗ Е.Н. Моргун, Хула Думин ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ П.К. Столяров, УОЧНКА ертӳҫи В.И. Сваев, вӗрентӳ департаменчӗн тӗп специалисчӗ Ф.Т. Улендеева пынӑ.
Малтанах сӑмах Татьяна Сергеева илчӗ:
- Паян сирӗншӗн чӑн-чӑн уяв. Ман шутпа, сирӗн хушӑрта ҫӗнтерӳҫӗсем пулмалла мар. Туслӑх ҫӗнтерӳҫӗ пултӑр!
Елена Моргун чӑваш ачисен уявӗнче пӗрремӗш хут. Вӑл пултаруллӑ ачасемшӗн савӑнни пирки пӗлтерчӗ. "Эсир – халӑх культурине аталантаракансем", – терӗ вӑл ӑнӑҫусем сунса.
Владимир Сваев чи малтан ачасемпе ырми-канми тӑрӑшакан вӗрентекенсене, ашшӗ-амӑшне тав сӑмахӗ каларӗ. "Малашне те чӑвашлӑха аталантарас ӗҫе ачасене явӑҫтармалла. Чӗлхе, культура сыхланса юласси—вӗсенче", – терӗ вӑл.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |