Ҫурла уйӑхӗн 22–27-мӗшӗсенче Шупашкарта парашют спорчӗ енӗпе Тӗнче кубокӗ тата Европа чемпионачӗ тата юниорсен ӑмӑртӑвӗ иртет. Ӑна А.В. Ляпидовский ячӗллӗ аэроклубра йӗркелӗҫ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансем хӑйсен пултарулӑхне акробатика тата тӗл анса ларас енӗпе кӑтартрӗҫ.
Унта 20 ҫӗршыври 200-е яхӑн спортсмен килсе ҫитмелли пирки пӗлтерет республикӑн Спорт министерстви. Чи йышлӑ ушкӑн Китайран килмелле иккен — унтан 20 ҫын хутшӑнмалла. Раҫҫей те кая юласшӑн мар — ӑмӑртӑва 17 парашютист тухмалла.
Паянхи ҫанталӑк кӗркуннехи пек ӑмӑрлӑ пулин те пирӗн спортсменкӑсене ку пулӑм пӗрре те кулянтармсть, ара ҫитес кунсенче пысӑк ӑмӑрту иртмелле, ҫавӑнпа та хуйхӑрма вӑхӑт ҫук — старта хатӗрленес пулать.
Нумай та пулмасть Мускавра ҫӑмӑл атлетикӑпа Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ. Ун пирки эпир маларах хыпарланаччӗ. Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх Мускаври тӗнче чемпионатне хутшӑнма Раҫҫейӗн пӗрлешӳллӗ ушкӑнне йӗркеленӗ. Ушкӑна вара пирӗн 6 ентеш кӗни савӑнтарать.
Тӗнче первенствин пӗрремӗш кунхине, ҫурлан 10-мӗшӗнче марафон трассине 3 чӑваш спортсменки — Алевтина Биктимирова (Комсомольски районӗ), Альбина Майорова тата Татьяна Арясова тухать. Пурне те вӗсене ӑнӑҫу сунас килет.
Аса илтеретпӗр, ҫӑмӑл атлетикӑпа тӗнче чемпионачӗ Мускавра ҫурлан 10–18-мӗшсенче иртет.
Питӗр хулипе ҫуммӑн вырнаҫнӑ Юкки ялӗнче велочупу-маунтинбайкпа чемпионат, Раҫҫей первенстви тата Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусем уҫӑлни ҫинчен эпир иртнӗ кунсенче хыпарланӑччӗ. Нумаях пулмасть унта элита категорийӗнче кросс-кантри чупӑвӗсем вӗҫленнӗ. Ӑмӑртӑва Мускавпа Питӗр хулисенчен, Карели, Тутар, Удмурти республикисен тата Самар, Калининград, Свердловск, Челепи, Тӗмен облаҫӗнчи спортсменсем хутшӑннӑ.
Хӗрарӑмсен хушшинчи чупура чемпион титулне пирӗн ентеш Ирина Калентьева ҫирӗплетнӗ, вӑл 25,6 ҫухрӑм дистанцийӗ 1:33:21 вӑхӑтпа вӗҫленӗ. Тата тепӗр республика спортсменӗ, УОР студентки Вера Андреева финиша виҫҫемӗш тухнӑ.
Раҫҫей Чемпионачӗ, Кросс-кантри — 25,6 ҫухрӑм, Хӗрарӑмсен элити:
1. Ирина Калентьева (Чӑваш Республики) — 1:33:21
2. Екатерина Аношина (Питер) + 1:42
3. Вера Андреева (Чӑваш Республики) + 4:18.
Нумай та пулмасть республика спортсменӗсем Хусанти Универсиадӑран таврӑнчӗҫ. Халӗ вара пирӗн ентешсем умӗнче тата тепӗр пӗлтерӗшлӗ тапхӑр.
Паян, утӑн 22-мӗшӗнче, Мускавра «Лужники» спорт стадионӗнче ҫӑмӑл атлетикӑпа Раҫҫей чемпионачӗ уҫӑлнӑ. Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх Мускаври тӗнче чемпионатне хутшӑнма Раҫҫейӗн пӗрлешӳллӗ ушкӑнне йӗркелеме палӑртнӑ. Тӑватӑ кун хушши ҫӑмӑл атлетика спортсменӗсем хушшинче 38 медаль комплектне выляттарӗҫ.
Республика чысне Раҫҫей чемпионатӗнче пирӗн 10 ентеш хӳтӗлет. 5 000 метр дистанциллӗ чупӑва Елена Наговицына, Екатерина Ишова, Екатерина Матюнина тата Галина Иванова чупса тухӗҫ. Евгений Милин 110 метр дистанцире чӑрмавсем урлӑ каҫса чупмалли ӑмӑртӑва хутшӑнать. Ҫак спорт тӗсӗпех 400 метр дистанцие Николай Нртин, 100 метр дистанцийӗ Екатерина Блескина тата Екатерина Павлик хутшӑнаҫҫӗ. Марина Максимова сӑнӑ ывӑтас ӑмӑртура тата Евгения Смирнова йӗтре тӗртмелли ӑмӑртура медальсемшӗн тупӑшӗҫ. Унсӑр пуҫне Раҫҫей чемпионачӗн ӑмӑртӑвӗсен йӗркине республикӑри 16 судья тытса пырӗҫ.
Тӗнче чемпионатне хутшӑнма Раҫҫейӗн пӗрлешӳллӗ ушкӑнне паяна пирӗн 5 спортсмен кӗнӗ: Вера Соколова (хӑвӑрт утассипе, 20 ҫухрӑм), Алевтина Биктимирова, Альбина Майорова, Татьяна Арясова (марафон) тата Кристина Савицкая (ҫичӗ енлӗ тупӑшу).
Спорт хыпарӗсене сӑнаса пынӑ май пирӗн хӗрупраҫем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтӗсӗсенче иртекен ӑмӑртусене хутшӑнса ҫитӗнӳсем тунине час-часах асӑрхама пулать. Яшсем вара хальӗхе сас-хура пама васкамаҫҫӗ-ха пулмалла. Ҫапах вӗсем те ҫитес вӑхӑтра спортӑн аслӑ ҫулӗнче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнма пултарнине шансах тӑрӑпӑр. Паянлӑха вара пирӗн спортсменкӑсемпе мухтанар-ха.
Ҫак кунсенче Итали ҫӗршывӗнчи Риетире ҫамрӑксем хушшинче ҫӑмӑл атлетикӑпа Европа чемпионачӗ пуҫланнӑ. Ӑмӑртун пӗрремӗш кунхинех старта Шупашкарти олимп резервӗн училищинче вӗренекен 3-мӗш курс студентки Вера Васильева тухнӑ. 800 метр дистанцие 2.05,85 кӑтартупа вӗҫлесе пирӗн ентеш 6-мӗш результатпа финала тухнӑ. Утӑн 20-мӗшӗнче иртекен финалта вара пирӗн ентешӗн Германи, Ирланди, Украина, Исланди ҫӗршывӗсен спортсменкисемпе ӑмӑртмалла пулать.
Ҫак кунхинех каҫхи программӑпа килешӳллӗн 3 000 метр дистанципе чӑрмавсем урлӑ чупас ӑмӑртура асӑннӑ училищӗн тепӗр 3-мӗш курс студентки Надежда Федорова дистанцие 10.22,24 результатпа вӗҫлесе 6-мӗш тухнӑ, ҫапла вара вӑл та финал ӑмӑртӑвне лекме пултарнӑ. Европа чемпионачӗн медальне тивӗҫес тесен вара унӑн Швеци, Финлянди, Словени, Германи, Украина, Норвеги, Чехословаки, Великобритани тата Румыни ҫӗршывӑн спортсменкисемпе тупӑшмалла пулӗ.
Сывлӑхлӑ пурӑнас тесессӗн спортпа яланах пӗр чӗлхеллӗ пулмалла. Ҫак сӑмахсене тӗпе хурса ӗнтӗ пирӗн ентешсем спортпа туслӑ пулса сывлӑха кӑна мар ҫирӗплетеҫҫӗ, хӑйсен ятне те Раҫҫей шайӗнче ҫӗклеме пултараҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Питӗр хулипе ҫуммӑн вырнаҫнӑ Юкки ялӗнче велочупу-маунтинбайкпа чемпионат, Раҫҫей первенстви тата Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусем пуҫланнӑ. Ҫӗршыври 21 регионтан килсе ҫитнӗ спортсменсем тӑватӑ кун хушши «Тухса ӳкмелли чупувӗпе — кросс-кантри» тата «Кросс-кантри» олимп дисциплинисемпе ӑмӑртӗҫ.
Утӑн 18-мӗшӗнче Юккире хӗрарӑмсен тата арҫынсен хушшинче тухса ӳкмелли чупу иртнӗ. Республика чысне хӳтелекен Вера Андреева вара ҫак ӑмӑртура ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑна Питӗр хула чысне хӳтӗлекен Оксана Рыбакова ҫӗнсе илнӗ, финиша виҫҫӗмӗш Мускав спортсменки Гузель Ахмадуллина тухнӑ.
Ҫак кунсенче Финляндире (Тампер хулинче) ҫӑмӑл атлетикӑпа ҫамрӑксен чемпионачӗ иртет. Унта кайнӑ Раҫҫейӗн пӗрлешӳллӗ ушкӑнне пирӗн 5 ентеш кӗнӗ. Ӑмӑртун пӗрремӗш кунхинех Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Светлана Васильева ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Халӗ спортсменка наци командинче икӗ регион — Чӑваш тата Мордови Республикисен чысӗсене хӳтелет. Ӑмӑртура 5 вӑйлӑ спортсменсен йышне тепӗр пирӗн ентеш Нина Охотникова та кӗме пултарнӑ. Шел пулин те тата тепӗр республика спортсмене Кирилл Фролов 20 ҫухрӑм дистанцире 17-мӗш финиша тухса ҫӗршыв чысне тивӗҫлипех хӳтелеймен.
Тата тепӗр пирӗн икӗ ентеш хӑйсен стартне кӗтеҫҫӗ. Екатерина Блескина 100 метр дистанцире чӑрмавсем урлӑ чупас ӑмӑртӑва хутшӑнма хатӗрленет. Катерина Федотова вара ҫӳле сикес секторта ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫессишӗн ӑмӑртать.
Европа чемпионачӗ вырсарникун, утӑн 14-мӗшӗнче вӗҫленет.
2015 ҫулта Шупашкарта ҫӑмӑл атлетикӑпа ушкӑнсем хушшинчи 6-мӗш тӗнче чемпионачӗ иртмелле. Унччен вӑхӑт нумай пулин те хатӗрленме пуҫланӑ та ӗнтӗ. Паянхи ларура шӑп та лӑп ҫак ыйтӑва пӑхса тухрӗҫ.
Республикӑн спорт министрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх атлетсене илсе килессине тата кунта пурӑннӑ вӑхӑтра тӑкаксене саплаштарассине Европӑн ҫӑмӑл атлетика ассоциацийӗ хӑйӗн ҫине илнӗ. Хулари спорт ҫурчӗсене ҫӗнетсе хӑт кӗртессишӗн вара пӗтӗмпех республика яваплӑ пулӗ. Пурӗ 213 миллион тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ, вӗсенчен 113 миллионӗ «Олимпийский» стадионпа «Спорт» хӑна ҫурчӗ валли каймалла.
Канашлӑва хутшӑнакансем «Сувар-отель» пирки калаҫу пуҫланӑ май кунти ӗҫе халь те пуҫламанни вӗсене пӑшӑрхантарчӗ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков «Одис» компани (вӑл ҫак ҫурта туяннӑ) ӗҫе 1-мӗш кварталта пуҫлама шантарни пирки пӗлтерчӗ. Михаил Игнатьев вара хӑйӗн сӑмахӗнче ҫирӗпрех пулчӗ: «Ҫулталӑк каяллах шантарсаччӗ. Тепӗр ҫул иртсен чемпионат вӑхӑчӗ те ҫитсе тӑрать. Пуҫласшӑн мар пулсан ҫурта туса ҫитерме пултаракансене сутччӑр. Ҫыранхӗррин сӑнне пӑсса тӑрать.
Ыран, авӑнӑн 9-мӗшӗнче Шупашкарта хӑвӑрт утакансен Раҫҫей шайӗнчи чемпионачӗ иртӗ, унта 200 яхан спортсмен хутшӑнӗ. 4 ӳсӗмре пурӗ 10 медаль пуххишӗн тупӑшӗҫ: арҫынсем 35, 20 тата 10 ҫухрӑмра, хӗрарӑмсем — 20 тата 10 ҫухрӑмра.
Спорт министрӗ Сергей Мельников пӗлтернӗ тӑрӑх ку ӑмӑртӑва чи вӑйлӑ спортсменсем хутшӑнмӗҫ, старта тухакансен йышӗнчен пулас чемпионсене суйлӗҫ.
Чӑваш Енрен 25 спортсмен тухӗ. Вӗсен шутӗнче: Европа чемпионачӗн призёрӗ Светлана Васильева (урине амантнӑ хыҫҫӑн пӗрремеш хут хутшӑнӗ), универсиада-2010 чемпионки Ольга Суранова (ывӑл ҫуралнӑ хыҫҫӑн хутшӑнӗ), 2012 ҫулхи тӗнче кубокне хутшӑннӑ Кирилл Фролов, 2010 ҫулхи тӗнче кубокне хутшӑннӑ Пётр Трофимов тата ыттисем.
Ӑмӑрту кӳлмек хӗрринче иртӗ. Пуҫламӑшӗ: 8 сехетре.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |